Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХĂМĂШЛАРА МĂНАСТИР ÇĔКЛЕНЕТ

10 сентября 2003 г.

Çак кунсенче редакцие районти паллă таврапĕлÿçĕ, Ирçе Çармăсри вăтам шкулти Евсевьев музейĕн пуçлăхĕ Анатолий Яковлев кĕрсе тухрĕ. Кашни хутĕнчех мĕнле те пулин хыпар илсе килет вăл. «Пирĕн тăрăхри Совет влаçĕ пуличченех уçнă мăнастире тепĕр хут пурнăç параççĕ, - пĕлтерчĕ Анатолий Степанович. - Хам та унăн малтанхи шăпипе интересленме тытăнтăм. Документсем майĕпен пуçтарăнаççĕ. Пурăна-киле хамăр музейра та вырăн тупĕç вĕсем». Истори докуменчĕсенчен çакă паллă: Чăваш Енре иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче хĕрарăмсен 4 мăнастирĕ пулнă. Вĕсенчен пĕри Çĕнĕ Мăрат вулăсĕнче вырнаçнă. Халĕ çав вырăн пирĕн район çĕрĕ çинче. «Хăмăшла» тесе ят панă ытарайми илемлĕ тăрăхра çĕклесе лартнă ăна, вăл Николо-Иверски ячĕпе хисепленнĕ. Ку мăнастире уçнăранпа кăçал шăпах 100 çул çитрĕ. П. Таллеров таврапĕлÿçĕ палăртнă тăрăх, ăна патшалăх та, консистори те тытса тăман, кунта тĕпленнĕ манашкăсем мĕнпур ĕçе хăйсем туса пынă. Мăнастир çăмăл ла-ру-тăруллă вăхăтра уçăлман. Раççейпе Япони хушшинче вăрçă пынă, пирĕн çарсем пысăк çухатусем тÿснĕ. Манашкăсем те çĕршыв çине йăтăнса аннă йывăрлăха пĕчĕклетме хутшăннă: салтаксемпе моряксем валли тĕрлĕ апат-çимĕç, çи-пуç пуçтарнă. Хăйсем те аран-аран кăна пурăнкаланă. Мăнастире çи-рĕплетсе панă çĕр ытлашши тупăшпа савăнта райман. Хутаç çакса ял-ял тăрăх ыйткаласа çÿренипе пурлăхлă пулаймăн. Кунта сад, пахчаçимĕç çитĕнтерме питех те меллĕ вырăнсем, выльăх-чĕр-лĕхе кĕтÿре çÿретмелли çарансем пулнă. Шел, çав ырлăхпа туллин усă курма патша ирĕк паман. Апла пулин те манашкăсем тăрăшнипе, Валентина игуменья çине тăнипе мăнастир «хул-çурăмне» сарсах пынă. Унта кĕлĕ тумалли çĕнĕ пÿлĕмсем, вите-хуралтăсем туса лартнă. Кăшт вăхăт иртсен темиçе теçеттин çĕр уйăрса панă, çав лаптăк çинче улма-çырла йывăççисем ĕрчетме тытăннă. 1908 çулта мăнастир çумĕнче Николай Чудотворец чиркĕвĕ уçăлнă. 1912 çул тĕлне унта 60 çын пурăннă. Манашкăсем ĕнесем усранă. Вĕсем çак тăрăхри сусăр çынсене, тăлăх-турат ачасене май килнĕ таран пулăшса пынă. Вăрман уçланкинче утар йĕркеленĕ. Лашасем илсе килнĕ. Хуçалăх питĕ хăвăрттăн ÿсме, сарăлма пуçланă. Анчах та пĕрремĕш тĕнче вăрçи пынă çулсенче мăнастир юхăнма тытăннă. Туса илнĕ пахчаçимĕçпе улма-çырлан ытларах пайне фронтра çапăçакан салтаксем патне ăсатса тăнă. Юрать-ха, Кĕтне юханшывĕ çинче мăнастирĕн шыв арманĕ ĕçленĕ. Унта таврари ялсенчен тырă авăртма килсе çÿренĕ. Чиркÿре вырнаçтарнă чансен (пурĕ 5 чан пулнă) сасси вăрман урлă инçене-инçене юхса саланнă. 1918 çулта мăнастир пурлăхне пĕтĕмпех халăха валеçсе панă. Тепĕр çулан ăна хупма хушу кăларнă, апла пулин те мăнастир тата икĕ çул хушши, 1921 çулчченех тытăнса тăнă. Çакăн хыççăн Чăваш АССР Ĕç тăвакан Тĕп комитечĕ йышăннипе Йĕп-реç вулăс ĕçтăвкомĕ мăнастир çурчĕсене уесри халăха вĕрентес ĕç уйрăмне панă. Унта III Интернационал ячĕллĕ ачасен çуртне уçнă. Чиркÿрен вара - ачасен çурчĕн клубĕ туса хунă. Хĕресне антарнă, турăшсене салатса пĕ-тернĕ. Чылайăшне Хурамалпа Шурут чиркĕвĕсене илсе кайнă. Пĕрне, пысăк хисепре пулнă Турă Амăшĕн Иверски турăшне, манашкăсем пытарса хăварнă пулнă. Темиçе çул каялла, Ирçе Çармăсра чиркÿ ĕçлеме пуçласан, çав турăша Леонид аттене килсе панă. Таврари ялсенчен кăна мар, ытти çĕртен те тĕне ĕненекенсем йышлăн килсе çÿреççĕ çав турăша пуççапма. Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава çине тăнипе тата ку тăрăхра пурăнакансем тархасласах ыйтнипе хĕрарăмсен мăнастирне çĕнĕ пурнăç панă. Халĕ вăл Шурут ялĕнче унччен участок больници пулнă çуртра вырнаçнă. Мăнастирте пурăнакансем сăваплă вырăна таса та тирпейлĕ ты-таççĕ. Кунта Турра ĕненекенсем хÿтлĕх тупаççĕ. Вĕсене ăшшăн кĕтсе илеççĕ, çĕр вырттараççĕ, апат çитереççĕ. Унччен мăнастир пулнă вырăнта та кĕçех çынсен сасси илтĕнсе тăма тытăнĕ. Ирçе Çармăспа Çĕнĕ Мăрат лесничествисем мăнастир валли пилĕк кĕтеслĕ икĕ çурт уйăрнă-мĕн. Унччен вĕсенче вăрман хурал-çисем пурăннă. Хăмăшлана килекенсем халех çуртсенче канма, кĕлĕ ирттерме пултараççĕ. Ку тăрăх калама çук илемлĕ. Тĕпĕ курăнакан пĕвере çу кунĕсенче шыва кĕрсе çан-çурăма уçăлтарма меллĕ. Йĕри-тавра йывăçсем, хăмăшлăх сăмсана кăтăклантаракан уçă та техĕмлĕ сывлăш, пуçа çавăракан чечексен ырă шăрши... Чăн-чăн çăтмах темелле. Чĕркĕмĕл пек çăлкуç тапса тăрать. Унăн шывĕ сивĕ те уçă. Хăмăшлана хывăнакан сукмак такăрлансах пырĕ. Ун тăрăх Çармăс тăрăхĕнче пурăнакансем те, кÿршĕри мăратсемпе тăманлăвыçлисем те, тукайсемпе вутлансем те мăнастире килсе çÿрĕç, сăваплă вырăнсемпе киленĕç...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика