20 сентября 2003 г.
Йăлана кĕнĕ Клиент кунĕ районти почта çыхăнăвĕн узелĕпе çыхăну уйрăмĕсенче авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче иртрĕ. Хăйне евĕрлĕ мероприятире почта пулăшăвĕпе усă куракансем чылай çĕнĕ-лĕхсемпе паллашнипе пĕрлех хăйсене кирлĕ таварсем туянма та, кăмăла каякан хаçат-журнала çы-рăнма та пултарчĕç.
Ирхине сакăр сехетрех “Килĕр, курăр, туянăр, çы-рăнăр” йыхрава илтнĕ çын-сем почта узелĕн залне кĕрсе тухмасăр иртмерĕç. Акă, ĕçе васкакан Иван Игнатьевич Кузьмин (вăл Энтриелĕнчен) пуринчен малтан килсе 4 издани çырăнса илме кăмăл турĕ. Район хаçатне те манăçа хăвармарĕ вăл.
- “Çĕнтерÿшĕне” яланах чи малтан вулама пуçăнатăп, - терĕ И. Кузьмин.
Унăн алли çăмăл пулчĕ. Кĕçех Йĕпреçре пурăнакан педагогика ветеранĕ Л. Ф. Асанова та пурĕ 4 хаçат (çав шутра “Çĕнтерÿшĕне” те) çырăнса илчĕ. Р. В. Домикова инструктор пĕлтернĕ тăрăх, Людмила Федотовна хаçат-журнал çырăнса илес тĕлĕшпе яланах ырă тĕслĕх кăтартать. Поселокри Киров урамĕнчи вăрçăпа ĕç инваличĕ Н. И. Иванов райхаçатпа пĕрле тата икĕ издание суйласа илчĕ. Вĕсене кашнинех районти почта çыхăнăвĕн пуçлăхĕ Н. Г. Григорьев тата райхаçатăн тĕп редакторĕ К. Д. Алимасов ăшшăн саламласа парнесем пачĕç. Ытти активлă подписчиксене те парнесем кĕтрĕç.
Клиент кунĕнче “Çĕнте-рÿшĕн” тусĕсем - Е. А. Кириллова, Е. И. Исаева, С. Е. Ефимов - пурĕ 100 ытла çын çитес çул валли çĕнĕ квитанцисем алла илчĕç. Райхаçата çырăнма Йĕпреç çывăхĕнчи ялсенчен килме вăхăт тупнă çынсем те пулчĕç. “Кăмăлласа вулатпăр район хаçатне”, - терĕ кашниех. Çавăн пекех вĕсенчен хăшпĕри “Çĕнтерÿшĕне” интереслĕрех, пуянрах содержаниллĕ кăларма хăйсен шухăш-сĕнĕвĕсене пĕлтерчĕç.
Юнкунхи пĕтĕмĕшле кăтарту çакăн пек: почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем пурĕ 619 экземпляр хаçат-журнал çырăнтарнă, çав шутра “Çĕнтерÿшĕн” хаçата 191 экземпляр.
ăшшăн саламласа парнесем пачĕç. Ытти активлă подписчиксене те парнесем кĕтрĕç.
Клиент кунĕнче “Çĕнте-рÿшĕн” тусĕсем - Е. А. Кириллова, Е. И. Исаева, С. Е. Ефимов - пурĕ 100 ытла çын çитес çул валли çĕнĕ квитанцисем алла илчĕç. Райхаçата çырăнма Йĕпреç çывăхĕнчи ялсенчен килме вăхăт тупнă çынсем те пулчĕç. “Кăмăлласа вулатпăр район хаçатне”, - терĕ кашниех. Çавăн пекех вĕсенчен хăшпĕри “Çĕнтерÿшĕне” интереслĕрех, пуянрах содержаниллĕ кăларма хăйсен шухăш-сĕнĕвĕсене пĕлтерчĕç.
Юнкунхи пĕтĕмĕшле кăтарту çакăн пек: почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсем пурĕ 619 экземпляр хаçат-журнал çырăнтарнă, çав шутра “Çĕнтерÿшĕн” хаçата 191 экземпляр