Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Буинксен савăнăçĕ телейĕ — çĕнĕ шкул

04 сентября 2002 г.

Буинксен савăнăçĕ телейĕ — çĕнĕ шкулБуинсксем кăна пуçтарăнман çак уява, поселок çыннисен пысăк савăнăçне пĕрле пайлама районĕпех килсе çитнĕ, тейĕн, республикăран килнĕ хăнасем те пур. Йышлă халăх — район, поселок администрацийĕсен ертÿçисем, районти вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕпе ытти ĕçченĕсем, вырăнта пурăнакан ватти-вĕтти, вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕсем, шкул строительствине хутшăннă ĕçченсем — пурте район историне яланлăхах çырăнса юлакан паллă событие хăйсен куçĕсемпе хăйсем курса хаклама пуçтарăннă. Кашнин савăнăçĕ вĕçĕ-хĕррисĕр, куç тулли. Вĕсем чи пысăк хăнана — республика Президентне Николай Васильевич Федорова кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Республикăшăн, унта пурăнакан çынсемшĕн сахал мар ырă ĕç тăвакана курма ятарласа килнисем уйрăмах йышлă. Шкул пулсан, çул пулсан - ял пурăнать, теççĕ. Унччен йышлă халăх пурăннипе палăрса тăнă Буинск юлашки çулсенче “ватăлчĕ”, теççĕ, анчах шанăç кÿрекен “пайăркасем” курăнаççĕ-ха. Кĕскехушăрах кунта 2 çухрăма яхăн асфальт çул сарнă, вăл çĕнĕ шкул умнех çитет. Акă, тата тепĕр савăнтаракан пулăм: 2001 çулта çак тăрăхра 3 ача кăна çуралнă пулсан, кăçал ку таранччен 12 пепке кун çути курнă, çитес çул вара тепĕр 18 хĕрарăм ача амăшĕ пулма хатĕрленеççĕ. Шкул çулĕнчи ачасен йышĕ кăçал 200е çитмест пулин те, малашлăхра, çитес çулсенче вĕсен йышĕ палăрмаллах хушăнмалла. Çапла шкула çÿрекен ачасем те ытларах пулĕç... Шăп палăртнă вăхăтра, кăнтăрла иртни пĕр сехетре ЧР Президенчĕ Н. В. Федоров халăх йышлă пуçтарăннă вырăна пырса çитрĕ. Ăна ЧР Вĕрентÿ министрĕ Г. П. Чернова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев, районти вĕрен-тÿ пайĕн пуçлăхĕ А. А. Николаев, Буинск поселок администрацийĕн пуçлăхĕ А. С. Гулянов, шкул директорĕ Л. И. Васильева тата ыттисем çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хаклă хăнасене саламласа Йĕпреçри ача-пăчасен искусство шкулĕн воспитанникĕсем (преподавателĕ С. Романова) илемлĕ ташă парнелерĕç. Унтан поселок администрацийĕн пуçлăхĕ А. С. Гулянов чаплă уява уçнă май пуçтарăннисене хăнасемпе паллаштарчĕ. Чи малтанах вăл ЧР Президентне Николай Васильевич Федорова сăмах пачĕ. — Буинск тăрăхĕн хаклă ĕçченĕсем, çак уявăн чăн хуçисем — ачасем, хисеплĕ учительсем, ашшĕ-амăшĕсем, хăнасем, сире пурне те пысăк пĕлтерĕшлĕ кун — Пĕлÿ уявĕ ячĕпе саламлатăп, — терĕ Николай Васильевич. — Эпир паян тепĕр çĕнĕ объекта çеç мар, тепĕр çĕнĕ Пĕлÿ керменне уçатпăр. Çак Пĕлÿ керменĕ Буинскра ÿссе ларчĕ. Пирĕн республика вĕрентÿри çĕнетÿ реформине хăюллăн хутшăнать, çĕннине çул парса пырать. Эпир ахаль шкулсем мар, хальхи вăхăтри ыйтусене туллин тивĕçтерекен наукăпа вĕрентÿ центрĕсем тăвасшăн, шкулсене ачасене пурнăç çулĕ çине тухмашкăн тарăн пĕлÿ илме пулăшакан условисемпе тивĕçтересшĕн... Буинсксене çĕнĕ шкула уçнă ятпа республика Президенчĕ спорт инвентарĕн тулли комплектне туянмалли свидетельство тата хальхи чи хăватлă 11 компьютер парнелени çинчен пĕлтерчĕ. Çакăншăн хĕпĕртенĕ ачасем, пухăннисем хыттăн алă çупса ячĕç, Президента чечек çыххисем парса тав турĕç. Унтан ЧР Вĕрентÿ министрĕ Г. П. Чернова тухса калаçрĕ. Сăмах май, унăн ашшĕ — Петр Яковлевич Мартынов — 50-мĕш çулсенче Буинскри шкулта ачасене вĕрентнĕ. Галина Петровна шкулăн çĕнĕ çуртне хута янипе, Президент хушнă ĕçе палăртнă вăхăт тĕлне пурнăçланипе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ, тĕллеве пурнăçлама строительство ĕçне тÿрĕ кăмăлпа хутшăннă “Йĕпреçгражданстрой» фирмăн ĕçченĕсен пĕр ушкăнне Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотисемпе наградăларĕ. Çак чыса Г. А. Тихонов, Ю. С. Семенов, Р. И. Ларюшкина тивĕç пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев буинсксене паллă кун ячĕпе саламласа ăшă сăмах тухса каларĕ, администрацирен çĕнĕ пÿрт парни — музыка центрĕ парнелерĕ, шкул тунă çĕрте ĕçченлĕхпе палăрнă “Йĕпреçгражданстрой” фирмăн строителĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Буинскри вăтам шкулти учительсен коллективĕ ячĕпе пухăннисем умĕнче О. С. Прохорова, ашшĕ-амăшĕсен комитечĕ ячĕпе Р. З. Шарафутдинова тухса каларĕç, çĕнĕ шкул çуртне хута ярассишĕн тăрăшнă мĕнпур çынсене, уйрăмах республика Президентне ăшшăн тав турĕç. Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ учителĕ, çур ĕмĕр ытла ачасене пĕлÿ, воспитани панă хисеплĕ М. Л. Маркова та килнĕ буинсксемпе пĕрле уяв савăнăçне пайлама. Вăл хăйĕн сăмахĕнче пирĕн республика Президенчĕ, правительство вĕрентÿ çине пысăк тимлĕх уйăрнине палăртрĕ, пирĕн района парнеленĕ çĕнĕ шкулшăн ыттисемпе пĕрле савăннине пĕлтерчĕ. Хăйĕн чи лайăх çулĕсене Буинск поселокĕнче пурăнса, ĕçлесе ирттернĕ, çак поселок шкулĕн чи малтанхи выпускникĕсенчен пĕри пулнă Р. С. Алимов республика Президенчĕ, правительство, район администрацийĕ адресĕпе нумай ăшă сăмах каларĕ. Шкула хута ярас ĕçе вĕсем калама çук пысăк тÿпе хывнă. Учительсемпе вĕренекенсен коллективне Алимовсен ячĕпе вăл тĕслĕ телевизор парнелерĕ. “Йĕпреçгражданстрой” фирма ĕçченĕсен ячĕпе генеральнăй директор çумĕ Р. И. Ларюшкина сăмах илчĕ. Фирма правленийĕ те шкул ачисем валли хăйне евĕрлĕ парне хатĕрлерĕ, вĕренÿре чи лайăх ĕлкĕрсе пыракан пĕр вĕренекене кашни уйăхрах 100 тенкĕ стипенди тÿлесе тăма йышăннă. Роза Ивановна çĕнĕ шкул уççине Л. И. Васильева директора тыттарчĕ. Чи кĕтнĕ самант çитрĕ — хĕрлĕ хăюна республика Президенчĕ Н. В. Федоров, Вĕрентÿ министрĕ Г. П. Чернова тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев касаççĕ. Çапла çĕнĕ шкул — пĕлÿ тĕнчи алăкĕсем уçăлчĕç. Унта пĕрремĕш кĕрекенсем, унăн тĕп хуçисем — ачасем пулчĕç. Вĕсем çĕнĕ партăсемлĕ, çутă та хĕвеллĕ классене кĕрсе вырнаçрĕç. Ачасемпе пĕрле хĕпĕртенĕ халăх хыттăн алă çупса ячĕ. Президент тата хăнасем çутă та хăтлă çурта пăхса çаврăнчĕç, классене кĕрсе курчĕç. Юмахри пек илем хуçаланать пур çĕрте те. Çак илеме яланлăхах упрама сăмах пачĕç унăн хуçисем. Çĕнĕ шкулта хамăр юратнă Президент — Николай Васильевич Федоров ирттернĕ пĕрремĕш урока — пурнăç урокне — аслă тата кĕçĕн классенчи ачасем ĕмĕрлĕх асра хăварĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика