28 января 2004 г.
Район администрацийĕ çумĕнчи административлă комисси ларăвне пĕремĕк çитерме чĕнмеççĕ çав. Айăпа кĕнисене тăн кĕртеççĕ унта. Çавăнпах ĕнтĕ килте е урамра харкашма юратакан арçын та, право йĕркине сĕмсĕр пăсакан хытă чунлă çын та çак комиссие лекесрен сехĕрленеççĕ. Чăннипех те çапла. Иртнĕ кунсенче административлă комиссин черетлĕ ларăвне чĕннĕ «паттăрсем» хăйсене çав тери лăпкă та йăваш çын евĕр тыткаларĕç. Тĕрĕссипе вара пурте çемьере харкашса çуйăхнипе çылăха кĕнĕ, урăхла каласан, «Чăваш Республикинче административлă правăна пăснисем çинчен» саккунăн 19 статйипе айăпларĕç вĕсене.
Акă, Туçара пурăнакан А. Казаков пăхма ырханкка пек туйăнать, ĕçсен вара чăн-чăн паттăр. «Какай нумай çиетĕп», - шÿтлереххĕн калаçрĕ вăл комисси членĕсемпе. «Красный фронтовик» колхозра конюхра ĕçленĕ май ăна пĕр-пĕр ырă ĕçшĕн хаяр шĕвекпе хăналанакансем те пур-мĕн. Арçын киле пĕрехмай ĕçсе килсен, хĕрарăм ятлаçать çав. «Чăтаймарăм», - терĕ хĕрĕхри арçын. Малтан арăмне хутлă-хутлă сăмахсемпе кÿрентернĕ, унтан çуртран хăваласа кăларса янă.
Килте харкашса йĕркелĕхе пăснăшăн ăна унччен те административлă майпа явап тыттарнă иккен. Çакăнтан пĕтĕмлетÿ туман. Комисси членĕсем ÿсĕр пуçпа право йĕркине пăснăшăн пуçтаха штрафлама йышăнчĕç. Иртнĕ çулхи август вĕçĕнче вăя кĕнĕ çĕнĕ саккунăн 19 статйипе килĕ-шÿллĕн çемье канлĕх-не пăсса иртĕхнĕшĕн е асăрхаттараççĕ, е ĕç укçин чи пĕчĕк пĕр виçинчен пуçласа ул-тă виçи таран штраф тÿлеттереççĕ. А. Казаков çакна яланлăхах ăша хывса юсанма сăмах пачĕ.
Çĕнĕ Выçлири В. Данилов та шантару сăмахне чĕререн каларĕ. Вăл вара кĕркунне кĕтÿ кĕтнĕ хыççăн килне ÿсĕр таврăнсан, арăмĕпе хирĕçĕве кĕнĕ. Сăмах çине сăмах - урса кайнă арçын çуртне çунтарса ярассипе хăратнă. Сехĕрленнĕ хĕрарăм хăрушлăха сирсе ярас тесе милицин участокри уполномоченнăйне пĕлтернĕ. «Килте арăмпа вăрçса илмесĕр пулмасть ĕнтĕ. Хам çавăрнă çурта чĕртсе çунтарма нихçан та шутламан», - ÿкĕнсе калаçрĕ арçын.
Огонекра пурăнакан хĕрĕх пиллĕкри В. Васильев çакăн пек комисси ларăвне пĕрремĕш хут лекнĕ. Хăйĕн айăпне йышăнать тата кулянать вăл. Çакна шута илсе ăна асăрхаттарса хăварчĕç. Тепрехинче право йĕркине пăснăшăн каçару пулмассине ăнланчех пулĕ.
Хурамалти А. Александров çемьере харкашма юратнине милици ĕçченĕсем пĕлеççĕ иккен. Ÿсĕр пуçпа кил-йышра шăв-шав çĕкленĕшĕн темиçе хутчен те çирĕп асăрхаттарнă. Ку ларура та малтанхи «юррах юрлама» пуçларĕ, «Киле ÿсĕр килтĕм те, арăм вăрçма пуçларĕ, унтан килтен тухса кайрĕ. Эпĕ ачана парса ямарăм... Текех ун пек пулмасть тесе шантарсах калатăп...» Йĕпреçри Ю. Кузьминран та çав сăмахсенех илтме тиврĕ. Пурăнса пăхар-ха, вĕсем мĕнле пĕтĕмлетÿ туни паллă пулĕ.
Йĕпреçри С. Харитонов арăмĕпе уйрăлнă, апла пулин те вăл пурăнакан хваттере пырса çÿрет. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче эрех ĕçнĕ хыççăн ун патне çул тытнă. Çамрăк хĕрарăм çав вăхăтра ĕçрен каярах юлса килнĕ-имĕш. Упăшка пулнă арçына çакă килĕшмен, чăркăшма пуçланă, аллисемпе хăлаçланнă, хĕрарăма килтен тĕксе кăларма хăтланнă. Халĕ харкашуçăн штраф тÿлеме тивет. Йĕпреçре пурăнакан тепĕр ханттар - аллăран иртнĕ В. Парфенов ки-лĕнче амăшне кÿрентерсе саккун умĕнче айăпа кĕнĕ. Ăна та штраф тÿлеттерме йышăнчĕç. Хĕрĕх иккĕри Н. Прохоров вара хунямăшĕпе тем пайлайман. «Кăштах ĕçкĕллĕччĕ çав», - йышăнчĕ вăл айăпне. Комисси те харкашса пуçтахланнăшăн пуçран ачашламарĕ ăна - саккунри 19 статьяпа килĕшÿллĕн штраф тÿлеттерме йышăнчĕ.
Комисси чĕннĕ виçĕ пуçтах - Йĕпреçре пурăнакан А. Журавлевпа Н. Андриянов, Эйпеçри О. Григорьев те намăсланса, те сĕмсĕрленсе ларăва килмен. Вĕсен ĕçĕсене хăйсемсĕрех пăхса тухса йышăну кăларчĕç.
Çавăн пекех килте юхтарнă сăмакуна сутса айăпа кĕнĕ 4 хĕрарăм та комисси членĕсен куçĕ умне курăнма именнĕ пулас. Иккĕшĕ «мансăрах пăхса тухăр» тесе хут çырса панă, ыттисен сăлтавĕ паллă мар. Çавах та вĕсем «Чăваш Республикинче административлă правăна пăснисем çинчен» саккунăн 16 статйин-чи йĕркесене куç хупса вуласа пама пултараççĕ. Унта çапла çырнă: «Килте хатĕрленĕ алкогольлĕ шĕвексене, çавăн пекех денатурат тата спиртлă ытти продукцие сутас тĕллевпе хатĕрленĕшĕн тата №е№ сутас тĕллевпе туяннăшăн, сутнăшăн, упранăшăн - ĕç укçин чи пĕчĕк çирĕм виçинчен пуçласа çи-рĕм пилĕк виçине çити административлă штраф тÿлеттереççĕ». Комисси членĕсем сăмакун сутса услам тума хăтланнă Красная Заря поселокĕнчи В. Григорьевапа Л. Осипована тата Пучинкери А. Харитонована 2-шер пин тенкĕ таран «преми» пама йышăнчĕç, пĕр ĕçе вĕçне çитерме тавăрса пачĕç. Çак тĕслĕх ытти сĕмсĕр сăмакунçăсемшĕн çирĕп асăрхаттару вырăнĕнче пултăр.
- Килти хаяр шĕвеке сутса саккуна хирĕçле ĕç тăвакансене чăннипех те çирĕп явап тыттараççĕ, - каласа парать районти административлă комисси секретарĕ Л. Петрова. - Пĕлтĕрхи 4 уйăхра 9 сăмакунçă ĕçне пăхса тухрăмăр, пĕтĕмпе 18 пин те 500 тенкĕ чухлĕ штраф тÿлеттернĕ. Комисси ларăвĕсенче килте е йăлара харкашса йĕркене пăснăшăн 27 çынна, выльăх-чĕрлĕх тытмалли йĕркесене пăхăнманшăн 5 çынна административлă майпа явап тыттарнă. Саккун умĕнче айăпа кĕнисенчен 33-шĕ - арçынсем, 8-шĕ - хĕрарăмсем. Тÿлеттернĕ штрафсен калăпăшĕ 21500 тенкĕпе танлашать...
Кирек мĕнле преступленисен те, киревсĕр пулăмăн та тымарĕсем пур. Çавăнпа та вĕсен хунавĕсене палăрсанах кăкламалла. Унсăрăн сиенлĕ лару-тăрăва улăштарма май çук. Уголовнăй яваплăх шайне çитеймен çынна административлă майпа явап тыттарни «чир» шала кĕрсе каясран сыхлама пулăшать. Çакна яланлăхах ăша хывасчĕ право йĕркисене пăсма хăтланакансен.
Тата граждансене çакна каласшăн: милицирен е вырăнти влаçран пулăшу ыйтăр. Вĕсем сирĕн хÿтĕлевçĕ пулнине асра тытăр. Сăмакун сутса нумай çынсене минретекенсен, çемье-йăлара харкашса канлĕхе пăсакансен, саккунпа йĕркелĕх картинчен тухакансен çулне пĕрлехи ăнланупа тата çирĕп мерăсемпе пÿлмелли вăхăт тахçанах çитнĕ.