Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇĔР ÇИНЧИ ÇУТĂ ÇĂЛТĂР

31 января 2004 г.

ÇĔР ÇИНЧИ ÇУТĂ ÇĂЛТĂР

Макар Евсевьевич Евсевьев - мордва халăхĕн ХIХ ĕмĕр вĕçĕнче тата ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче палăрнă  чаплă ăсчахĕ. Вăл - тĕттĕм халăхран тухнă, хăйĕн прогрессивлă шухăшлавĕпе ирçесемпе мăкшăсене кăна мар, Атăл тăрăхĕнчи вырăс мар ытти халăхсене те малашлăх çулĕ çине тухма шанчăклă çутă пилленĕ Улăп. Унăн ĕçĕсем  Раççейре те, чикĕ леш енче те анлă çул тупни вăл хăех  Евсевьев тĕлĕнмелле талантлă та пысăк тавракурăмлă çын пулнине çирĕплетет.

Макар Евсевьевич Евсевьев 1864 çулхи кăрлачăн 31-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе) пирĕн района кĕрекен  Ирçе Çармăсра, нумай ачаллă ирçе çемйинче çуралнă. Ашшĕ, Евсевий Тихонович тата амăшĕ, Ирина Петровна (вĕсем Кабаев хушаматпа çÿренĕ) ĕçе юратакан çынсем пулнă пулсан та,  кил-йышра çуклăхпа чухăнлăх хуçаланнă. Вунтăватă ачана тăрантарса усрама çăмăл пулман ашшĕпе амăшне. Макар пĕ-чĕклех хура ĕçе кÿлĕннĕ, вăй çитнĕ таран аслисене пулăшу кÿме тăрăшнă.

Саккăр тултарсан, 1872 çулта Макар, ялта шкул пулманнипе, хăйсенчен 7 çухрăмри Шурут ялĕнчи пуçламăш шкула кайса кĕнĕ. Çине тăрса вĕреннĕ вăл. 14 çулта чухне çуранах Хусан  хулине тухса кайнă, кунти вырăс мар халăхсен семинарийĕнче вĕренме пуçланă. Ирçе çамрăкĕ гуманитари ăслăлăхĕсене уйрăмах килĕштерни, вăл тĕпчев ĕçĕсем еннелле туртăнни çакăнта палăрнă та.

1883 çулта семинарие «питĕ лайăх» паллăсемпе пĕтернĕ М. Евсевьева кунтах хăварнă. Çамрăк преподаватель, семинари директорĕ И. Н. Ильминский хавхалантарса пынипе, Атăл тăрăхĕнчи вак халăхсене çутта кăларас ĕçе хутшăннă, çав хушăрах ăслăлăхра та малтанхи утăмсем тунă. Кĕçех унăн ĕçĕсене Хусанта кăна мар, Мускаври, Петербургри, Гельсингфорсри тата Раççейĕн ытти центрĕсенчи ученăйсем асăрханă.

М. Е. Евсевьев вырăссен паллă педагог-гуманисчĕн К. Д. Ушинскин ĕçĕсене уйрăмах кăмăлласа йышăннă, ачасене тăван чĕлхене вĕрентни тĕрĕс çул-йĕр пулни çинчен каланă.

Талантлă педагог ачасене пĕлÿ панипе пĕрлех ĕçе юратма вĕрентессине пысăк витĕм панă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл 1906-1912 çулсенче учительсен семинарийĕн вĕрентÿ мастер-скойĕсен пуçлăхĕнче ĕç-ленĕ. Ку çулсенче унăн ячĕ пĕтĕм Раççейĕпех паллă пулнă.

1885 çулта М. Е. Евсевьев ирçесемпе мăкшăсен  ачисем валли букварь, тепĕр виçĕ çултан - вĕсем валлиех  вырăс чĕлхин пуçламăш кĕнекине пухса хатĕрленĕ. 1897 çулта уесри училищĕре вĕрентекенĕн ятне илнĕ. 1898 çулта вара Хусан университечĕн историпе филологи факульте-тĕнче лекцисем итлеме пуçланă, 1900 çулта диплом илсе тухнă. Малаллахи пĕтĕм кун-çулне пирĕн ентеш тăван халăхĕн культурипе историне, этнографипе музыкине аталантарас, тĕрлĕ çĕрте сапаланса пурăнакан ирçесемпе мăкшăсен хутпĕлменлĕхне пĕтерес ĕçе халалланă. Вăл, Иван Яковлевич Яковлев пекех,  мордва ачисене вĕрентекен учительсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйтăва кун йĕркинчех тытнă. 1919 çулта, Хусанти вак халăхсен ачисене вĕрентекен учительсем хатĕрлекен семинарие хупнă хыççăн, М. Е. Евсевьев мордва учителĕсен семинарийĕн директорĕнче ĕçлеме тытăннă.

1921 çулта вăл профессор ятне илнĕ хыççăн Хусанти Хĕвелтухăç академийĕнче, 1922-25 çулсенче - Хусанти Хĕвелтухăç педагогика институтĕнче, 1925-30 çулсенче Хусанти коммунистла университетра лекцисем вуланипе пĕрлех Чĕмпĕрти, Чулхулари çутĕç çыннисен тĕп курсĕсен мордва уйрăмне ертсе пынă, каярахпа Тăван çĕршывăн тĕп хулинчи мордва учителĕсене вĕрентсе хатĕрлекен тата вĕсен тавракурăмне ÿстерекен курсĕсене ертсе пынă.

Ăслăлăх ĕçĕсене халăх умне кăларасси М. Е. Евсесьевăн кулленхи пурнăçĕнче чи малта тăнă. 1925-31 çулсенче кăна Мускаври халăхсен Тĕп издательствинче вăл лингвистикăпа, историпе, этнографипе, фольклористикăпа темиçе кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Мордовско-русский словарь», «Мордовская грамматика», «Научная мокшанская грамматика», «Мордовская свадьба», «Тернюшевское восстание», «Мордовские песни», «Мокшанская свадьба», «Мокшанские песни и загадки», «Краткая мордов-ская грамматика» т. ыт. те.

Пирĕн ентешĕн мордва халăхĕшĕн тунă улăпла ĕçне Тăван çĕршыв, мордва общественноçĕ пысăка хурса хакланă. 1930 çулхи  утă уйăхĕнче вăл наукăпа педагогикăра ĕçлеме тытăнни 50 çул çитнĕ ятпа Саранскра савăнăçлă  пуху ирттернĕ. СССР Халăх Комиссарĕсен Канашĕ ăна çав çулах наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕн хисеплĕ ятне парса чысланă.

Унăн ĕçĕсене  А. А. Шахматов академик, Гельсингфорс университечĕн профессорĕсем Х. Паасонен тата  А. Гейкель, ытти паллă чĕлхеçĕсем лайăх хак панă, вĕсемпе ăслăлăхпа тишкерÿре усă курнă. Пирĕн ентешĕн историпе этнографи, культурăпа тата йăла ыйтăвĕсемпе çырнă хайлавĕсене хамăр çĕршывра кăна мар, Чикĕ леш енче те пичетлесе кăларнă.

М. Е. Евсевьев 1931 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче вилнĕ, ăна Хусанти  Ар масарĕнче, вырăссен паллă математикĕпе Н. И. Лобачевскипе юнашар пытарнă.

Пирĕн ентеш çутнă çăлтăр пуласлăха выртакан çула тап-тасан çутатса тăрать. Çулсем иртĕç, пĕр ĕмĕр тепринпе улшăнĕ, анчах та Макар Евсевьевич Евсевьев тăван халăхне парнеленĕ хаклăран та хаклă мул-пуянлăхăн пĕлтерĕшĕ ÿснĕçемĕн ÿссе пырĕ.

Мордва Республикин тĕп хулинчи - Саранскри педагогика институчĕ М. Е. Евсевьев ячĕпе хисепленет. Кунтах унăн пуян еткерлĕхĕпе паллаштаракан музей пур. Унăн сотрудникĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр эпир. Вĕсем пире методика пулăшăвĕ панипе кăна çырлахмаççĕ. Сăмахран, кунти музей пулăшнипе Ирçе Çармăсри вăтам шкулта таврапĕлÿ музейĕ йĕркеленĕ. Çултан çулах çĕнĕ экспонатсемпе пуянланать вăл.

Саранскри пединститут пекех, пирĕн шкула мухтавлă ентеш ятне панă. Мордва Республикин тĕп хулинчи пек палăк пирĕн шкул картишĕнче те мăнаçланса ларать. Ăна 20 çул каялла Владислав Зотиков скульптор ăсталанă.

Çак кунсенче пирĕн  яла тĕрлĕ çĕртен хăнасем килсех тăраççĕ. Чи малтанах вĕсем М. Е. Евсевьевпа çыхăннă вырăнсене çитсе курма тăрăшаççĕ. Çакă ăнсăртран мар. Ирçесемпе мăкшăсене çутта кăларнă Улăп этеме кун çути панă кĕтес кашнинех магнит пек туртса хăй çывăхне чĕнет...

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика