Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭПИР-УЛĂП ЕНТЕШĔСЕМ

31 января 2004 г.

Мордва халăхĕн пĕр юрринче çакăн пек йĕркесем пур: «Ытарайми ирçе чĕлхи, эс пурăн ĕмĕр чĕрере...». Ку юрă кĕвви илтĕнсе кайсанах, эпĕ Макар Евсевьевич Евсевьева аса илетĕп. Унăн çутă  сăнарĕ тухса тăрать ман ума. Сăпка  юррипе пĕрлех ăшăма кĕрсе юлнă чаплă çыннăн ячĕ. Пирĕн килте ун çинчен яланах ăшшăн аса илсе калаçнă.

Мана вăл çуралнă ял-та пурăнма шăпа тухни савăнтармаллипех савăнтарать. Ирçе Çармăс - манăн Тăван çĕршывăм. Кунта манăн çывăх çыннăмсем, туссем, пĕр класра вĕренекенсем пурăнаççĕ. Çĕр чăмăрĕ çинчи чи юратнă вырăн маншăн çакăнта, пĕлĕтелле кармашакан тÿп-тÿрĕ пÿллĕ хырсемлĕ, хумĕсене Атăла тухма васкатакан çап-çутă юханшывсемлĕ ытарайми те илĕртÿллĕ кĕтесре. Эпĕ кашни ирех пĕлÿ илме васкакан шкул сукмакĕ кунран-кун такăрланса пырать. Тăван ялтах вăтам шкул пур, вăл  Евсевьев ячĕпе хисепленет. Хăйне вара тăван ялĕнче пĕр кун та вĕренме шăпа тухман. Пĕлÿ тĕнчи уншăн кÿршĕллĕ  Шурутри пуçламăш шкулта пуçланнă.

Чăваш çĕршывĕн çак кĕтесĕнче чăн-чăн Улăппа танлашакан çын çу-ралма пултарни манра, манра кăна мар, пуринче те мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Вăл  ирçесемпе мăкшăсемшĕн тунă ĕç вилĕмсĕр. Пĕр çын çавăн  чухлĕ ĕç туса хăварма вăй-хăват, ăс-хакăл çитерни пире паян ăмсантарать те, тĕлĕнтерет те.

Евсевьевăн юбилейĕ умĕн эпĕ вăл  пухнă этно-графи япалисемпе интереслентĕм. Унăн  «Ирçе туйĕ» монографине алăран ярас та килмест. Илемлĕ хайлав пек çăмăллăн вуланать вăл. «Ирçе туйне эпĕ  хамăн аннерен, Ирина Петровнаран çырса илнĕ», -  пĕлтерет çав кĕнеке умсăмахĕнче Макар Евсевьев.  Ирина Петровна ĕлĕк-авалтан упранса юлнă юрă çаврăмĕсемпе такмаксене çав тери нумай пĕлнĕ, хăй те юрлама юратнă. Ирçе юррисен кун-çулĕ паянхи кунчченех тăсăлни вăл - паллă ăсчах, ученăй-этнограф тунă пархатарлă ĕç кăтартăвĕ. Пĕр çавăншăн кăна вăл халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе юлма тивĕç.

Ирçеçармăссем  Евсевьев пĕрчĕн-пĕрчĕн тенĕ пек пухнă мул-пуянлăхне халичченех тасан упрама тăрăшаççĕ. Ялта «Горнипов» халăх ансамблĕ ĕçлет, унăн репертуарĕнче пĕтĕмпех авалхи  ирçе юррисем, пирĕн ырми-канми ентешĕмĕр юратса пухнисем. Кăçал çак ансамбле йĕркеленĕренпе 55 çул çитет. Унăн пĕрремĕш ертÿçи те сывах-ха. Вăл - Константин Иванович Родионов.

Çак кунсенче шкул музейĕнче вĕренекенсем те, вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те, вĕрентекенсем те йышлă. Макар Евсевьевичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан материалсемпе паллашаççĕ вĕсем. Ирçе чĕл-хин урокĕсем час-часах музейра иртеççĕ.

Çул хыççăн çул хыçа юлĕ. Пирĕн хыççăн килекенсем те ирçе халăхĕн Улăпне, вăл тунă мухтавлă ĕçсене нихăçан та манăçа кăлармĕç. Çапла пуласса шанас килет.

Эпир - Евсевьев ентешĕсем. Çакă чыслăх-па мăнаçлăх туйăмĕпе пĕрлех яваплăх та ыйтать пирĕнтен. «Çак ята тÿрре кăларас тесе эсĕ мĕн тунă;» Акă мĕнле ыйту канăç памалла мар пире.

Ирçе Çармăс мордва литературине сахал мар талант панă. Пирĕн ялта ирçесен малтанхи çырав-çисенчен пĕри Петр Глухов çуралса ÿснĕ. Константин Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэ-мине ирçелле куçарнă Алексей Рогожин поэтăн пĕрремĕш сăввисем те Пăлапа Кĕтне тăрăхĕнче çуралнă. Иван Антонов писательпе Василий Зубов журналистăн пултарулăх çулĕ те  çакăнтах хывăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика