Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВАТĂСЕНЕ ÇЫРЛАХТАРМА НУМАЙ КИРЛĔ-И?

28 сентября 2002 г.

Пирĕн çĕршывра ватă çынсем пысăк хисепре. Çакна вĕсем чăннипех тивĕçлĕ-çке. Ара, хăй вăхăтĕнче вĕсенчен кашниех хăйсем мĕн пултарнине халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсене аталантарма панă. Районта паянхи куна Ветерансен çурчĕсем икĕ çĕрте, Йĕпреçре тата Хурамалта. Вĕсенче хÿтлĕх тупнă ватăсем хăйсене канăçлă пурнăç туса панăшăн тав сăмахĕ калаççĕ. Раççей, Чăваш Республикин Президенчĕсем ветерансем пурнăçне çăмăллатас тĕлĕшпе ырă утăмсем нумай тăваççĕ пулин те, халлĕхе ватă çынсем хăйсене мĕн тивĕçнине пĕтĕмпех илеймеççĕ-ха. Çакна шута илсе, эпир хамăр та район администрацийĕн ертÿçисем тăрăшнипе тата пуçарнипе, вĕсен лару-тăрăвне çăмăллатас тесе, куллен-кун тимлетпĕр. Акă, Ветерансен икĕ çуртĕнче те хушма хуçалăхсем пур. Ку енĕпе хурамалсем уйрăмах тăрăшуллă. Хурамал ялĕнче тахçантанпах хуçасăр çурт ларатчĕ. Хăй вăхăтĕнче унта çамрăксем пуçтарăнмалли вырăн тума пăхнăччĕ. ĕç пурнăçа кĕреймерĕ. Ветерансен çурчĕн директорĕ В. И. Тимуков çак çурта “куçлани” чылай пулать ĕнтĕ. Вăл çине тăнипе пĕлтĕр ăна Ветерансен çурчĕн аллине пачĕç. Кĕске хушăрах улшăнчĕ унăн сăн-сăпачĕ. Çуртăн алăкĕсемпе чÿречисене улăштарнă. Çывăх вăхăтрах ăна электроэнерги парса тăмалла тăвасшăн. Ку ыйтупа Канашри Кантăр электросечĕсен директорĕ В. И. Теплов патне çыру çырса ятăмăр. Çак çурта тирпей-илем кĕртме пире тепĕр 150 пин тенкĕ укçа кирлĕ. Хамăр ун чухлĕ тупаймăпăр. Çавăнпа та хаçатра сăмах илнипе усă курса, ырă кăмăллă çынсенчен пирĕн асап-нушана асăрхакансем тупăнасса шанатăп. Йĕпреçри Ветерансен çуртĕнче те хăшпĕр ĕçсем туса ирттернине палăртма кăмăллă паян. Акă, Пенси фончĕн районти уйрăмĕ уйăрса панă укçапа кухня çуртне туса пĕтертĕмĕр. Халĕ унта шыв пырса тăрать. Нумаях пулмасть кухньăна вĕри шывпа тивĕçтертĕмĕр. Унта ĕçлекенсем тем пекех савăнчĕç. Йĕпреçри çуртра та юсав ĕçĕсем нумай тумалла. Строительствăна кал-кал йĕркелесе пыма мĕн чăрмантарать? Каллех укçа-тенкĕ çукки! Юрать-ха, ырă чун-чĕреллĕ çынсем хамăрпа юнашарах. “Йĕпреçри вăрман комбиначĕ” АУО (тĕп директорĕ А. Ведин) пире строительство материалĕсем парса пулăшрĕ. Комбинат çак тапхăрта хăй те йывăрлăхсем тÿсет пулин те, ваттисен кăмăлне тивĕçтерме май тупрĕ. Юлашкинчен эпĕ социаллă сферăра кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлекенсене тата вĕсен хÿтлĕхĕнче канăç тупнă ветерансене Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе саламласа, ырлăх-сывлăх, телей-савăнăç, ăнăçу хыççăн ăнăçу сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика