Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » РАЙОН МАЛАШНЕ ÇĔНĔ УСТАВПА ĔÇЛĔ.

28 сентября 2002 г.

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕн Ларусен залĕнче депутатсен районти Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна район администрацийĕн район хăйтытăмлăхĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев уçрĕ, кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе паллаштарчĕ. Пуху малалла çав ыйтусене пăхса тухма тытăнчĕ. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, капиталлă строительство пуçлăхĕ В. Г. Пименов сăмах илчĕ, вăл 2000 çулхи чÿк уйăхĕнчен пуçласа 2001 çулхи кăрлач уйăхĕчченхи тапхăрта суйлавçăсем суйлав умĕн-хи кампанисенче панă сĕнÿсемпе асăрхаттарусене мĕнле пурнăçласа пыни çинчен каласа пачĕ. Депутатсем унăн информацине шута илчĕç. Пуху ЧР Финанс минис-терствин пирĕн районти финанс пайĕн пуçлăхĕ Л. В. Короткова 2001 çулхи тĕллевлĕ фондсен бюджетне мĕнле пурнăçлани тата çав фондсен кăçалхи тупăшĕсемпе тăкакĕсен сметине çирĕплетесси çинчен туса панă доклада итлесе сÿтсе яврĕ, ку ыйтупа тивĕçлĕ йышăну турĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Э. С. Николаев районăн халĕ вăйра тăракан Уставне хăшпĕр хушăмсемпе улшăнусем кĕртесси çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Вăхăт иртнĕçемĕн районăн тĕп документне те, Раççей тата Чăваш Республикин Конституцийĕсем пекех, çĕнĕ тÿрлетÿсем кĕртме тивет. Унсăрăн вăл çÿлти органсен тĕп докуменчĕсемпе килĕшсе тăмасăр юлма, çакă вара вăл е ку ыйтăва татса панă чухне тĕрĕс мар йышăнусем патне илсе çитерес хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Кивĕ Уставпа танлаштарсан, çĕннине çĕнĕрен 3 статья кĕртнĕ. Чылай стать-ясене анлăлатнă, вĕсен пĕлтерĕшне пысăклатнă, уçăмлăх кĕртнĕ, кивĕ документри уйрăм вырăнсене кăларса пăрахнă. Депутатсем, вĕсене пăхса тухса сÿтсе явнă хыççăн, тÿрлетÿсемпе хушăмсем тата çĕнĕ статьясем кĕртнĕ Устав проектне йышăнса çирĕплетрĕç. (Çĕнĕ Устав район хаçачĕн çывăх вăхăтри номерĕсенчен пĕринче пичетленсе тухать. - РЕД.). Район администрацийĕн экономикипе промышленность управленийĕн пуçлăхĕ В. И. Брагин депутатсемпе пухăннисене икĕ информаципе паллаштарчĕ. Пĕрре-мĕшĕ - вут-кăвар вăхăтĕн-че шар курнă çынсене тÿлевсĕр усă курас тĕллевпе кил-çурт çавăрма вăрман уйăрса парасси, иккĕмĕшĕ - районти муниципалитет пурлăхĕ енĕпе ĕçлекен комитетăн положенийĕ. Икĕ ыйтăвĕ тăрăх та Пуху тивĕçлĕ йышăну кăларчĕ. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ иртрĕ. Çавăн чухне Йĕпреçри 11-мĕш тата Хурамалти 12-мĕш суйлав округĕсем тăрăх республика парламентĕнче ĕçлеме “Волгогазстрой” АХОн тĕп директорĕ Г. М. Петров тата “Красный партизан” колхоз ертÿçи А. И. Петров мандат илчĕç. Вĕсемех Туçа тата Березовка суйлав округĕсем тăрăх ра-йон Пухăвĕн депутатне суйланнă. Ку вăл законодательствăна хирĕçлесе тăрать-мĕн. Саккун пĕр çынна депутатсен икĕ мандачĕпе усă курма чарать. Çавна шута илсен, Г. М. Петровпа А. И. Петров район Пухăвĕн депутачĕн полномочийĕсене пурнăçлассинчен хăтарма ыйтса заявлени çырса панă. Пуху вĕсен ыйтăвĕсене тивĕçтерчĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсен управленийĕн пуçлăхĕ Э. С. Николаев тухса ÿкнĕ депутатсем вырăнне Туçа тата Березовка суйлав округĕсенче çĕнĕрен суйлав ирттермеллине палăртрĕ. Положенипе килĕшÿллĕн, депутатсем суйлас ыйтăва виçĕ уйăхран кая юлмасăр татса памалла. Çапла вара, суйлав кунĕ кăçалхи раштавăн (декабрĕн) 8-мĕшĕпе тĕл килет. Депутатсен районти Пухăвĕ çакăнпа хăйĕн ĕçне вĕçлерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика