25 октября 2002 г.
Йĕпреçри Культура çурчĕн фойине спорт залне сарлака вăрманлă-юханшывлă, куçпа виçейми анлă уй-хирлĕ тăван тăрăх пĕтĕмпех кĕрсе вырнаçнă тейĕн: çын аллипе тунă пархатарлă ĕç тивлетне палăртакан курав валли суйласа илнĕ япаласем çине çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа чылайччен пăхса тăрас килет. Ытла та пуян çав Йĕпреç Енĕ ăста та пултаруллă çыннисемпе. Пĕрисем тырпул ÿстереççĕ, теприсем выльăх-чĕрлĕх ĕрчетеççĕ, виççĕмĕшĕсем халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕсенче вăй хурса ят-сумне ÿстереççĕ. Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсемпе паллаштаракан экспозицисем, хамăрпа юнашарах пурăнакан ылтăн алăллă çынсем ăсталанă тĕрĕ-эрешсем, сăнарлă искусствăра çанă тавăрса ĕçлекен ÿнерçĕ-ентешсен ытарайми ĕçĕсем - пурте, пурте тăван района йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине халалланă мероприятипе çыхăннăскерсем. Юбилее ялхуçалăхĕпе тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсем кунĕпе пĕрле ирттерме тĕл килни вара унăн пĕлтерĕшне татах та ÿстерчĕ.
Иртнĕ эрнекун Йĕпреçри Культура çурчĕн пысăк залĕнче панулми ÿкмелĕх те вырăн пулмарĕ. Кунта районти предприятисемпе колхозсенчен, ялхуçалăх предприятийĕ ытти ĕç коллективĕсенчен производство çĕнтерÿçисем, ĕç ветеранĕсем йышлăн пуçтарăннă. Чылайăшĕн кăкăрĕ çинче Тăван çĕршывăн наградисем ялкăшаççĕ. Вĕсен эстафети паян çамрăксенче. Сумлăн та чыслăн тытса пыма тăрăшаççĕ вĕсем хăйсене шанса панă тивĕçе.
Савăнăçлă пуху президиумĕнче те - сумлă çынсем, хаклă хăнасем. Вĕсем хушшинче - ЧР Вĕрентÿ министрĕ, пирĕн ентеш Г. П. Чернова 1965-1968 çулсенче партин Йĕпреç райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ, каярахпа парти обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ, ЧР Аслă Канашĕн Председателĕ пулнă А. П. Петров, т. ыт. те.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев пурне те юбилей уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланă хыççăн, савăнăçлă пуху уçăлни çинчен пĕлтернĕ-пĕлтерменех ЧР Вĕрентÿ министрне Г. П. Чернована сăмах пачĕ. “Эпĕ сирĕн пата тăван республика Президенчĕн саламне илсе килтĕм, - терĕ те Галина Петровна унпа паллаштарма тытăнчĕ. Н. В. Федоров йĕпреçсен ĕçне пысăка хурса хаклани, кунта чăннипех те маттур та пултаруллă çынсем пурăннине, вĕсем кирек мĕнле тĕллевсене те çĕнсе илме вăй-хал çитернине палăртни залра ларакан кашнин чĕринчех ырă туйăмсем çуратрĕç ĕнтĕ.
Шупашкартан килнĕ хаклă хăна хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе ырă ят-хисепе тивĕçнĕ çынсене (вĕсем хушшинче ветерансем те пулчĕç) тĕрлĕ министерствăсен Хисеп грамотисене пачĕ. Йĕпреçри иккĕмĕш номерлĕ вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Зоя Александровна Николаева вара ку залран “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ” хисеплĕ ят илнине çирĕплетекен документа тата кăкăр çине çакмалли Паллăна илсе тухрĕ. Çав кун районти “Çĕнтерÿшĕн” хаçатăн тĕп редакторĕнче 24 çул ĕçленĕ С. Е. Ефимов тĕп больницăра вăй хуракан М. Н. Акимовапа В. Я. Купкенова, Н. В. Федоров ÿнерçĕ, А. С. Ермошкинапа З. П. Голькина педа-гогсем, П. В. Чугаров председателĕн т. ыт. асĕнче чылайлăха упранĕ. Вĕсенчен кашниех е грамотăна, е Тав çырăвне, е хаклă парнене тивĕçрĕç.
Районăн 75 çул хушшинчи çулне “йĕрлесе” тухма çăмăл мар пулин те, район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев хăйĕн тĕллевне чыслăн пурнăçланине палăртмасăр иртме çук. Çак тапхăрта туса ирттернĕ сул-маклă ĕçсем тĕкĕр çинчи пекех уçăмлăн тухса тăчĕç унăн докладĕнчен. Хăй вăхăтĕнче тăван район тĕрекĕпе хăватне ÿстерессишĕн ырми-канми тăрăшнă çынсене ятранах асăнса тухрĕ Геннадий Романович, вĕсен ячĕ-сумĕ ÿлĕмрен те пире уншăн çул кăтартса пыракан çутă çăлтăр вырăнĕнче пулнине палăртрĕ.
Çапла, район историне çĕршывăн пĕтĕмĕшле историйĕнчен уйăрма çук. Ытти çĕрти пекех, пирĕн тăрăх та Тăван çĕршыв хывнă çул-йĕрпех малалла аталанса пынă: пĕрремĕш пилĕкçуллăхсем, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă çулсем, вăрçă хыççăнхи халăх хуçалăхне ура çине тăратассишĕн талпăнни - тăван район çыннисем хĕрÿ ĕç летопиçне хăйсен чĕрисен кăварĕпе çырнă.
Савăнăçлă пухура пулнисене ЧР Ялхуçалăх министрĕн çумĕ С. П. Дмитриев, ЧР культурăпа национальноç ĕçĕсен министрĕн çумĕ В. С. Бондарев, ЧР Çамрăксен патшалăх комитечĕн ертÿçин çумĕ А. П. Харитонов саламларĕç, мала тухнисене Хисеп грамотисем парса чысларĕç.
В. С. Бондарев министерство ячĕпе панă парне пирки пĕр-икĕ сăмах. Ял библиотекисен фондне пуянлатма 520 кĕнеке парнелесе пачĕ министр çумĕ, илемлĕ литература вĕрентÿ пособийĕсем 19 пин те 965 тенкĕлĕх ил-се килнĕ вăл.
Юбилей ял ĕçченĕсен професси уявĕпе тĕл килчĕ терĕмĕр. Çавна май канăçсăр чун-чĕреллĕ çынсене чыслама район администрацийĕ укçа-тенкĕ шеллесе тăман. Хавхалантармалли фонда нухрат хушакансем хушшинче ырă кăмăллă спонсорсем те пур.
Ялхуçалăх производствине малалла аталантарса пырас ĕçре уйрăмах сулмаклă ÿсĕм-çитĕнÿ тунипе савăнтаракан хуçалăхсем ку уявран пуш алăпа каймарĕç. Кăçалхи туслă тупăшура тырпул тата çĕрулми тухăçлă çитĕнтерсе, Ильич ячĕллĕ колхозри тырпул ăстисем 2 ялав, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илсе хатĕрлессине ÿстернĕшĕн “Красный партизан” колхозри ферма ĕçченĕсем 3 Ялав çĕнсе илчĕç. Акă камсемпе танлашассишн çине тăрса тимлемелле ыттисен.
Юбилей пухăвĕ умĕн кăна районти экономика ăмăртăвне пĕтĕмлетекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Тухăçлă тырпул, çĕрулми, пахчаçимĕç çитĕнтерес, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе хатĕрлессине ÿстерес, тырпул пухса кĕртес, кĕрхи çĕртме тăвас енĕпе мала тухнă хуçалăхсемпе уйрăм çынсене Дипломсемпе, укçан премисемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç. Ялхуçалăх производствинче палăрнă 24 çынна район администрацийĕн Хисеп грамотине пачĕç. Кунсăр пуçне ялхуçалăх управленийĕн начальникĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, чылай çын савăнăçлă пухуран хаклă парне илсе кайрĕ.
Çапла, хăйĕн 75 çулхи юбилейне начар мар кăтартусем тунипе паллă турĕ район. Çакна уява хутшăннă, хăй вăхăтĕнче КПСС райкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ А. П. Петров питех те тĕрĕс палăртрĕ: “Сирĕн паянхи ÿсĕмсем халĕ кăна çырăнма тытăнман. Вĕсем ĕнерхи кун çинче никĕсленсе тăраççĕ. Эпĕ хам Йĕпреç тăрăхĕнче ĕçлеме пуçланă утмăлмĕш çулсен варринче районта асфальт сарнă çул пачах та çукчĕ. Йĕпреç - Канаш автоçула çулталăк çурă хушшинче туса пĕтертĕмĕр. Паян вара Йĕпреç районĕнчи асфальт çулсен пĕтĕмĕшле тăршшĕ 500 çухрăмран та иртет. Халĕ эсир, йывăрлăхсене пăхмасăрах, газ пăрăхĕсем те хыватăр, çурт-йĕр те тăватăр, шкулсем те çĕклетĕр...”
Пĕтĕмлетерех каласан, района йĕркеленĕренпе 75 çул çитнине чысласа ирттернĕ савăнăçлă пухура пулнисен асĕнче çак кун чылайлăха упранса юласси пирки иккĕленÿ çук. Умра вара - пысăк ĕçсене çĕнсе илме палăртса хунă анлă программăсем. Вĕсем халичченхи пекех тĕллевлĕ çул-йĕрпе аталанса пырасса шанас килет.
... Районти ĕççыннисем çакăн пек чыслă та пархатарлă ĕмĕт-шанăçпа сулмаклă ĕçсен летопиçне çĕнĕ йĕркесем çырма кĕрешÿ вахтине тăраççĕ.
Ĕç-хĕл ăнса пырсан, юрлани те вырăнлă. Çав кун уявра пулнисене Туçари “Ахах” фольклор ансамблĕ тата Анатолий Никитин ертсе пыракан “Янташ” ушкăн хаваслă юрă-ташă сахал мар парнелерĕç.