Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш çемйи - Америкăра

14 мая 2003 г.

Чăваш çемйи - Америкăра Каçаль тăрăхĕнчи Тăманлă Выçли ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланас умĕн кăшт маларах кăна çуралнă Николай Карасев хăйĕн пурнăç çулĕ каярахпа ют çĕршывпа çыхăнасси пирки ĕмĕтленме те пултарайман. Ялти шкула çÿренĕ вăхăтра вĕрентекенсем социализм-коммунизм тытăмне чăтма çук ырланине, çав хушăрах капитализм тĕнчине хурлама темĕн тюрлĕ сăмахсем шыранине илтсе йăлăхнă вăл. Хушăран вара тарăн шухăша путнă хресчен ачи: “Мĕнле-ха капла; Хамăр “пурăнакан пурнăç тулăх” тесе юрлатпăр, тĕрĕссипе вара хырăма тăрантармалăх çăкăр тытса кураймастпăр алла”. Пĕлÿ илсе тухнă хыççăн чăваш каччин çул-йĕрĕ тăван тăрăхран инçетелле выртнă. Тĕрлĕ специальноçсене алла илнĕ çамрăк: вăл тракториста та, шофера та пултарнă. Шахтăра та ĕçлесе пиçĕхнĕ. Крым тăрăхĕнчи Джанкой хулинче ĕçлесе пурăннă чухне хăюллă шухăш пырса кĕнĕ Николай Карасева: ултавпа тĕрĕсмарлăх хуçаланакан çĕршывра ĕç çыннине нимĕнле чыс-хисеп те çук. Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче пурнăç юмахри пек чикеленни çинчен итлкеленĕ-ха вăл çынсенчен, анчах та кун пирки уççăн калаçма юраман. Пĕррехинче вара чăваш çынни океан леш енчи çĕршыва турист путевкипе кайнă та çавăнтах юлнă. Тăван çĕршыв саланса кайичченех “диссидент” ятне илтнĕ ентешĕмĕр çав вăхăтшăн калама çук хăрушă утăм тунă. Пурăна-киле вара вăл хăйĕн мăшăрĕпе ачисене те Америкăна илсе кайма май тупнă. Вун çул ытла пурăнать ĕнтĕ чăваш çемйи цивилизаци çĕршывĕн Техас штатĕнче. пенси илсе тăрать. Карасевăн çывăх çыннисем каланă тăрăх, унăн пенсийĕ 460 доллар. Урăхла каласан, пирĕн укçапа 13800 тенкĕ ытла Раççейри пенсионер (темĕнле чыслă-сумли те çавăн чухлĕ илейместех). Карасевăн тăван аппăшĕ, Мария Ефимовна пирĕн районти Шуркасси ялĕнче пурăнать. Вăл çак ял ачипе Василий Николаевич Сорокинпа пĕрлешссе çемье тунăранпа хĕрĕх çул ытла иртнĕ ĕнтюĕ. Сорокинсем патне “международное” тесе штамп çапнă тăрăхла вăрăм çырусем час-часах килсе тăраççĕ. Вĕсене чăвашлах çырать эмигрант. Акă, иртнĕ кунсенче çеç Шуркассине килнĕ çырăвĕнче вăл Америка паспортне илни, ачисем акăлчанла питĕ хăвăрт калаçма вĕренни çинчен пĕлтернĕ. Сăмах майăн, Николай Ефимовичăн аппăшĕпе мăшăрĕ те Америкăра тĕпленнĕ. Аппăшĕн йăмăкĕ, Шупашкарта пурăнакан Вера патне те океан леш енчен хыпарласах тăраççĕ Карасевсем. - Вера хĕрĕ, Надя Америкăна курма кайма пуçтарăнать, - пĕлтерчĕ манпа калаçнă чухне Василий Николаевич. - Кирлĕ документсене хатĕрлесе те çитернĕ. Пĕрлешÿллĕ Штатсен Мускаври посольствинче те пулнă. Çула тухасси вăраха тăсăлса кайни Америка Ирака хирĕç пуçланă вăрçăпа çыхăннă пулĕ, тетпĕр. Сорокин каласа пани тĕлĕнтерсех ячĕ мана. Карасевсен коттеджĕ икĕ хутлă-мĕн. Çăмăл машина пур. Хушăран Шуркассине доллар перевочĕсем те килеççĕ иккен. “Унпа телевизор илтĕмĕр, газ хуранĕ, ытти япала туянтăмăр”, - тет кăмăллăн Василий Николаевич.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика