Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта ĕçлеме кăмăл çук-и

14 мая 2003 г.

Аграрлă тытăмри предприятисенче юлашки çулсенче аслă тата вăтам пĕлÿллĕ специалистсем çитменни лайăх сисĕнме пуçларĕ. Çакă тĕрлĕ сăлтавсемпе çыхăннă. Дипломлă çынсем хăйсем малтан суйласа илнĕ профессисене кăмăлламаннин пĕрремĕш сăлтавĕ вăл - агропромышленноç комплексĕнче вăй хуракансене вăхăтра тата кирлĕ чухлĕ ĕç укçи тÿлейменни. Çак çитменлĕхрен хăтăлас тĕллевпе Чăваш республикин Президенчĕ те, Министрсен Кабинечĕпе Ялхуçалăх министерстви те, районсен администрацийĕсемпе ялхуçалăх управленийĕсем те çĕнĕ çул-йĕрсем шыраççĕ. Малашлăхлă программăсене ăнăçлă пурнăçлас тесен, чи малтанах хальхи вăхăт ыйтакан специалистсем вĕрентсе кăларасси тĕп вырăна тухса тăрать. Çавна шута илсе, республикăри тивĕçлĕ органсем ял валли ăста, анлă тавракурăмлă кадрсем хатĕрлессипе çыхăннă ыйтăва кун йĕркинче тытма тăрăшаççĕ. Çак çул-йĕр тумалли пĕрремĕш шанчăклă утăм вăл - ялсенчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансене аслă тата специальноç енчен вăтам пĕлÿ илме çăмăллатнă майсем туса парасси. Пирĕн республикăра аграрлă тытăмра ĕçлеме специалистсем хатĕрлессине начар йĕркеленĕ теме çук. Кашни çулах Чăваш ял хуçалăх академийĕнчен, Вăрнарти, Çĕрпÿри, Улатăрти ялхуçалăх техникумĕсенчен çĕр-çĕр диплом илсе тухаççĕ. Анчах та вĕсенчен ытларахăшĕ халлĕхе хăйсен специальноçĕсемпе ĕçлессинчен пăрăнаççĕ. Тĕп сăлтавне çÿлерех палăртса хăвартăмăр ĕнтĕ. Акă, хамăр районти 16 хуçалăхран тăваттăшĕнче агрономсем çук. Зоотехниксемпе ветеринарсемсĕр хуçалăхсем те пур. Районти ялхуçалăх управленийĕ пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекен яш-кĕрĕме ялта ĕçлекен специалистсен ретне тăма чĕнет. Çак тĕллеве пурнăçа кĕртме шутланисене кăçалхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнчен кая юлмасăр пирĕн пата килме ыйтатпăр. Кунта эсир хăш специальноçа кăмăлланине, хăш вĕренÿ заведенине кайма, куçăмлă е куçăмсăр майпа вĕренме палăртнине шута илĕç. Сире аслă тата специальноç енчен вăтам пĕлÿ илме, кирлĕ документсем хатĕрлеме пулăшĕç. Кун пирки тĕплĕнреххĕн пĕлес тетĕр пулсан, пирĕн пата 2-12-52 номерлĕ телефонпа шăнкăравлама пултаратăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика