07 мая 2003 г.
Тарас Осипович Осипов - Йĕпреçри ватă та сумлă çынсенчен пĕри. Ĕçпе вăрçă ветеранĕ кăçал 86 çул тултарать. Çамрăк чухнех ĕçпе пиçĕхнĕрен, хăйне халĕ те лайăх туять: тăн-тăн утать, çăвĕпех велосипед ларкăчĕ çинчен анмасть. Сывлăха упрама çакă та пулăшать пулĕ. Хальхи вăхăтра килĕнче тăр пĕччен тăрса юлнăран (мăшăрĕ çĕре кĕнĕ, ачисем хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ) хуçалăхри ĕçсене пĕчченех туса пурăнать. Тата, хăй каларăшле, “нихçан та виçерен тухман”. Урăхла каласан, эрех-сăрапа ашкăнман, çăвара чĕлĕм хыпса курман. Чăтăмĕ-тÿсĕмĕ унăн - такам ăмсанмалăх!
- Çак çула çитессе шутламан та, тĕлленмен те, - терĕ хăйĕн пирки сăмах пуçарсан Тарас Осипович. Ачалăхпа çамрăклăх хĕнлĕн, асаплăн иртрĕç. Выçлăх çула та, гражданла тата фин вăрçисем кÿнĕ нушасене те курма-чăтма тиврĕ. Каччă çулне кĕрсен, хĕсмет çăкăрне çиме тытăничченех ялта бригадирта ĕçлерĕм, каярахпа çĕршыва нимĕç фашисчĕсенчен хÿтĕлеме шăпа тухрĕ.
Тем те курнă, нумай тÿснĕ вăл. Шалти ĕçсен пайĕнче пĕр улшăнмасăр 30 çул ĕçленĕ. Икĕ хутчен çĕçĕ айне кĕрсе выртса, йывăр операцисене чăтса ирттернĕ. Çапах та иккĕмĕш ушкăнри инвалид парăнма шутламасть. “Пурнăçа йĕркеллĕ пурăнса ирттересчĕ”, - тет.
Т. Осипов ветеран - çĕнтерÿçĕ-салтаксен Мускаври парадне хутшăннисенчен пĕри. Ун пирки çак хаклă хут та çирĕплетсе парать: ... “Приказом Верховного Главнокомандующего Генералиссимуса Советского Союза товарища Сталина от 26 июня 1945 года Вам, участнику парада Победы, объявлена благодарность.
Командир I мотострелковой ордена Ленина Краснознаменной дивизии НКВД им. Ф. Дзержинского генерал-майор Пияшев”.
Çак йĕркесене ятарласах мĕншĕн илсе кăтартас терĕмĕр-ха; Ку тарана çитиччен те хăш-пĕрисем “Çĕнтерÿ парадне хутшăннисенчен пирĕн тăрăхран пĕр салтак çеç” тенине илтме тÿр килнĕ. Ку чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Çак парада хутшăнма тивĕçлĕ пулнисем пирĕн районтан кăна тăваттăн пулнă: А. Самарин, М. Солдатов, Т. Осипов (Йĕпреç) тата Н. Зубов (Чăваш Çармăс).