26 апреля 2003 г.
Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче ытларикун, кăнтăрла иртсен, 3 сехетре районти культура çуртне çара кайма ят тухнă каччăсем пуçтарăнчĕç. Призывник кунне район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн кашни çулах ирттереççĕ. Кăçал çак мероприяти чаплă лару-тăрура пуçланчĕ.
Салам тата ăсату сăмахĕсемпе трибуна умне общественноç представителĕсемпе яваплă çынсем умлăн-хыçлăн тухрĕç. Районти призыв комиссийĕн председателĕ В. Л. Михалик, унăн заместителĕ, районти çар комиссарĕ С. Марков призыв комиссийĕн тĕп врачĕ М. Н. Акимова, поселокри вăрçă ветеранĕсен канашĕн ертÿçи М. С. Еремин пулас салтаксене ăнăçу, çирĕп сывлăх сунчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев та çак уява хутшăнса кашни призывника, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене ăшă сăмах каларĕ. Çак уяврах районти хоккеистсен командине чысларĕç. Республикăра 2-мĕш вырăна тухнăшăн спортсменсем диплом, ятарлă медальпе укçан премие тивĕçрĕç. Асăннă командăра та çар ретне тăма хатĕррисем пулни çак уява пуянлатрĕ.
Кĕçех савăнăçлă та хумхануллă кĕвĕ янăрарĕ залра. Призывниксене (пурĕ 45ĕн) сцена çине йыхравларĕç. Пулас салтаксене кашнинех Чăваш Республикин Патшаплăх Канашĕн Президиумĕн членĕ, “Волга-РОСНефте Транс” компани генеральнăй директорĕ В. П. Семенов хаклă парнепе чысларĕ. Йĕпреçъен каччисем çав парнесене алла илмессерен тăван тăрăха, Чăваш Ене аса илĕç