Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аллă çул - алла-аллăн

30 апреля 2003 г.

Районти тĕп библиотекăра Йĕпреç поселокĕнчи тăватă мăшăрăн ылтăн туйне чыслăн паллă турĕç. Аврам Ивановичпа Перасковия Кирилловна Федоровсем, Полина Петровнапа Тимофей Григорьевич Кочетковсем, Клавдия Михайловнапа Аркадий Захарович Июдинсем, Клавдия Николаевнапа Денис Денисович Федоровсем шăп 50 çул каялла пĕрлешсе çемье чăмăртанă. Кашнин пурнăçĕнче ырри те, хура-шурă та сахал мар пулнă. Тăватă мăшăр вара çак куна юбилей туйĕн сĕтелĕ хушшинче пĕрле ларса ирттерме шăпа тухнăшăн телейлĕ. Мăшăрсене район администрацийĕн туй хăйăвĕсемпе илемлетнĕ шурă “Волга” машинипе килĕсенчен районти тĕп библиотекăна çитерчĕç. Библиотека ертÿçи Г. П. Шишкина вĕсене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ, ырлăх- сывлăх сунса пехиллерĕ. кунта ĕçлекенĕсем уява йĕркелесе пынă май, кашни мăшăрăн кунçулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăчĕç. Вĕсем пурте тенĕ пекех хăйсен çамрăклăхне вăрçă умĕнхи çулсенче ирттернĕрен терт-нуша нумай курнă, пĕчĕклех аслисемпе тан ĕçе кÿлĕннĕ. Районти культура çурчĕн артисчĕсем “ылтăн мăшăрсене” юрă-ташăпа, ялти кулленхи пурнăçа сăнлакан шÿтлĕ сценăпа савăнтарчĕç. Район администрацийĕн ЗАГС ыйтăвĕсемпе ĕçлекен специалисчĕ Р. Д. Иванован районти халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕн М. С. Федоровăн сăмахĕсем те юбилярсен чунĕсене хавхалану кÿчĕç. Тивĕçлĕ канăва тухиччен ăçта вăй хунине кура вĕсене тăван предприятийĕсемпе учрежденийĕсем парнесем пачĕç. Перасковия Кирилловнапа Аврам Иванович ЧР Финанс министерствин Йĕпреçри уйрăмĕ, Полина Петровнапа Тимофей Григорьевич Йĕпреçри вăрман комбиначĕ, Клавдия Михайловнапа Аркадий Захарович “Знамя” хуçалăхра, Клавдия Николаевнапа Денис Денисович районти ача-пăча библиотекипе Туçари тĕп шкул чысларĕç. Уявра юбилярсене ачасемпе мăнукĕсем те салам сăмахсем каларĕç. Залра “ылтăн” мăшăрсем те, вĕсене саламлама килнисем те ĕлĕкрен упранса юлнă юрăсене шăрантарчĕç. Вĕсене чи лайăх пĕлекенсемпе чи ăста юрлаканĕсем районти шкулсенче нумай çул музыка вĕрентнĕ Денис Денисович Федоров вĕренекенĕсем иккен. Купăспа кĕвĕсем каласа килентерекенĕ те Денис Денисовах пулчĕ. Мероприятие ирттерме, уяв сĕтелĕ йĕркелеме районсем тата поселок администрацийĕ, Х. Р. Алимов (“Прогресс” ООО), Ю. П. Копеев (“Тав” ООО) пулăшнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика