30 апреля 2003 г.
Çапла хакланă ун пирки хăй вăхăтĕнче Петĕр Хусанкай поэт. Çак хаклав чăннипех ăс-хакăл аталанăвĕшĕн кĕрешекен, ялкăшса çунакан аякри-аякри вĕçсĕрлĕх тĕнчин çутă çăлтăр вырăнĕнчех. Пурте юратакан ăста çыравçă вуçех те хамăр тăрăхăмăрта çуралса ÿснĕрен мар, вăл тахçантанпах чăваш халăхĕшĕн ăмсантаракан çÿлти çутă çăлтăрĕ пулса тăнă. “Пĕр-пĕр питĕ çÿлти çăлтăр сÿнекен ун çути кунта çитиччен те миçе çĕр çул та, пин çул та иртет. Аслă сăвăçăмăр пирĕн хушăра çук пулин те, çути çаплах çул тытать унăн”, - тенĕ Хусанкай.
Элкер ... Пирĕн халăхăн чаплă çыравçи. Белоруси поэчĕ Янка Купала каларăшле, “пурнăç çыравçи”. Чăнах, мĕнлерех тĕрĕс сăнласа панă! Ентешĕмĕрĕн пур енлĕн тапса тăракан çăлкуçĕ ахăртнех “Кушлавăш текен вун икĕ ял уйĕнчен” пуçланнă. Тен, маларах та;
Элкере кун çути панă, сăпкара сиктернĕ, кунтанах пĕрремĕш тĕнче вăрçине ăсатнă Мăн Упакасси ялĕ (хальхи Пысăк Упакасси) ентешне манмасть. Ялти вăтам шкул ун ячĕпе хисепленет, палăк та лартнă, ун пурнăçĕпе кун-çулне çутатса паракан музей те пур. Халăх çыравçин çуралнă кунне паллă тума яланах Упакасси тăрăхне пухăнать хăна-вĕрле. Вĕсем пĕр шухăшлăн “Элкер садне тепĕр хут çаврăнса çитрĕмĕр”, теççĕ. Ахальтен каламаççĕ çак сăмахсене. Семен Васильевич Элкер, хăй каларăшле, яланах çутçанталăкпа туслă пулнă, ĕмĕр тăршшипе йывăç-тĕм лартса ÿстерсе чун канăçне тупнă. Çак ĕçре унăн мăшăрĕ Евдокия Алексеевна ăна яланах пулăшса пынă. Çутçанталăка юратнă тенĕрен, Семен Васильевич Шупашкарти Лакрей вăрманĕ çумĕнче çĕр лаптăкĕ илсен сад хыçĕнчи çырмана тĕрлĕпĕр йывăçсем лартса хăварнă.
- Мĕн çав териех тертленетĕр; - хĕрхеннĕ пулать ăна иртен-çÿренсем.
Вăл йăваш та ăшă куллипе çуталса: “Илемĕ мĕн чухлĕ пулать унра”, - тенĕ.