Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛ-ПОСЕЛОКА ЧĂН-ЧĂН ХУЛА СĂНĔ КĔРĔ

09 апреля 2003 г.

Пурнăç шайне ÿстерес тĕллевпе Президент программисемпе лайăх никĕс хурса хăварнă. Хуласемпе районсен общество инфраструктури, ялсен сăн-сăпачĕ улшăнса пырать...” (ЧР Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çыруран). Çын ăшă та хăтлă çуртра, илемлĕ сăн-сăпатлă ял-поселокра пурăнтăр тесен, тивĕçлĕ общество инфраструктури кирлĕ. Çакна тĕпе хурса ЧР Президенчĕ 2001 çулхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче “Чăваш Республикинче общество инфраструктурине малалла аталантарасси çинчен” Указ кăларчĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ документа пурнăçласа пирĕн районта та калăпăшлă ĕç пырать. Район администрацийĕн пуçлăхĕн хушăвĕпе, акă, район территори аталанăвĕн хула тăвас ĕçе планламалли комплекслă схема туса хатĕрленĕ. Ун çинчен район архитекторĕ С. В. Асонов каласа парать: - Комплекслă территори схемине хатĕрлеме конкурс йĕркелерĕмĕр. Ăна Санкт Петербургри “Урбанистика” институт специалисчĕсем тивĕç пулчĕç. Хальхи вăхăтра проекта район администрацийĕ тĕплĕн тишкерсе сÿтсе явать. Ун хыççăн ăна ЧР Строительство, архитектура министерствине тăрататпăр. Асăн-нă схема районăн малашнехи аталанăвĕпе тÿрремĕн çыхăннă. Унта палăртнă комплекслă мероприятисем тапхăрăн-тапхăрăн 2010 çулччен, çавăн пекех ун хыççăн та пурнăçа кĕрсе пымалла. Кăçалхи нарăс уйăхĕн-че районта пурăнакансене проект материалĕсемпе паллаштарма курав та йĕркелерĕмĕр. Комплекслă схема, тĕпрен илсен, виçĕ картăран тата ăнлантарса паракан çы-русенчен тăрать. Мĕн куратпăр-ха вĕсенче; Пĕр-ремĕш тĕллев çул-йĕр тăвассипе çыхăннă. Сăмахран, районти халăх пурăнакан кашни пунктах асфальт сарнă çул çитмелле. Çапла майпа пассажирсем турттаракан автобуссен çĕнĕ маршручĕсем уçăлаççĕ. Нумаях пулмасть, ав, аякра вырнаçнă Липовка поселокне çĕнĕ автобус çÿреме пуçларĕ. Çывăх вăхăтра Кĕ-лешкассине те маршрут уçма палăртнă. Йĕпреç поселокĕ айккипе иртсе каякан автотрассăна тăвассине те проекта кĕртнĕ. Çавăн пекех Патăръел тата Пăрачкав еннелле автоçулсем хывăнмалла. Шыв ыйтăвĕ Йĕпреçпе Буинск поселокĕсенче пурăнакансене кăна мар, ял çыннисене те шухăшлаттарать. Малашлăхра Туçана, Хурамала, Эйпеçе, Чăваш Тимеше çĕр айĕнчен шыв пăрăхĕсем илсе çитерессипе, ытти çĕрте артезиан çăлĕсем тăвассипе чылай ĕçсем туса ирттерме палăртнă. 7000 е ытларах çын пурăнакан ял-поселоксенче, канализаци тата таса-такан сооружени тăвас ыйтăва татса памалла, электролиние реконструкцилемелле. Социаллă инфраст-руктура программипе ки-лĕшÿллĕн çитес çулсенче Чăваш Тимешри вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне туса лартмалла, Шăрттанти тата Энтриелĕнчи культура çурчĕсене реконструкцилесе вырăнти шкулсене куçармалла, ялсенче пĕ-тĕмĕшле практика врачĕн офисĕсене уçмалла, ра-йон больницин туберкулез уйрăмĕн çуртне çĕклемелле, Йĕпреçри музейăн выс-тавка залне тума пуçăнмалла т. ыт. те. Транспорт инфраструктурине аталантарас тĕллевпе Йĕп-реç поселокĕнче çул урлă кĕпер, АЗС, АЗГС, автотранспорта техника пулăшăвĕпе тивĕçтерекен станци тума пăхнă. ЧР Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, 2003-2004 çулсенче пирĕн ра-йонта та ялсене газ кĕр-тессине вĕçлемелле. Çак программăна пурнăçласан хăтлă та тивĕçлĕ пурнăç пуçланипе пĕр танах пулĕ. Березовка ял администрацийĕсĕр пуçне, ытти ял-поселоксенче “сенкер çулăмпа” усă курма пуçлас шанăç пысăк. Паллă ĕнтĕ, кирек мĕнле тĕллев те хăй тĕллĕн пурнăçа кĕмест. Общество инфраструк-турăна аталантарнипе пĕрлех ялхуçалăх тата промышленноç предприятийĕсен хăватне ÿстерессишĕн вăй хумалла, пĕчĕк предпринимателлĕхе анлă çул памалла, мини-цехсем уçмалла тата ытти те. Пĕтĕмлетсе каласан, районăн малашнехи аталанăвне комплекслă майпа татса памалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика