Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КУ ВĂЛ - ЮМАХ МАР, ПУРНĂÇ ЧĂНЛĂХĔ

16 апреля 2003 г.

Пирĕн республикăра пурăнакансем Чăваш Ен Президенчĕн Н. В. Федоровăн “Чăваш Рес-публикин ялĕсене газ кĕртессине вĕçлесси çинчен” Указне ырласа кĕтсе илчĕç. Çак документ тĕллевлĕ программăна çывăх çулсенчех ĕçпе çирĕплетме май памалла. Унпа хăйсен кил-çурчĕсене газ кĕртес тĕллевлĕ çынсем тĕплĕн паллашма ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Пирĕн районта ку ыйтăва пурнăçа кĕртес тĕ-лĕшпе ĕçлекен “Чăвашсетьгаз” ОООн “Йĕпреçгаз” уйрăмĕпе “Волгогазстрой” АХОнчи рабочисем çакăн хыççăн ку çулта вăраха ямасăр пурнăçламалли ĕçсене палăртса хучĕç. Вулакансене çакна пĕл-терме кăмăллă: района çутçанталăк газĕ кĕртекен икĕ предприяти çумне кăçалтан пуçласа тепре хутшăнчĕ. Республикăра ирттернĕ конкурса хутшăнса, çĕнтернĕ “Лига” ООО кĕçех Президентăн тĕл-левлĕ программине ĕçпе çирĕплетме тытăнмалла. Тĕпрен илсен, тулли мар яваплăхлă юлташлăхра вăй хуракансем Çĕнĕ Выçли ялĕнче газ пăрăхĕсем хывмалла тата уйрăм килсене “сенкер çулăм” кĕртмелле. Кăçал пирĕн районта пĕтĕмпе 57 çухрăма яхăн газ пăрăхĕсем хума, 800 кил-çурта çутçанталăк газĕпе усă курмалла майлаштарма палăртнă. Куратпăр ĕнтĕ, ĕçсен калăпăшĕ пĕчĕк мар. Вĕсене ăнăçлă ĕçпе çĕнсе илес тесен, подряд организацийĕсене укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Кăçал мĕнпурĕ 27 миллион та 282 пин тенкĕ укçа тăкаклама палăртнă, çав шутра Чăваш Республикин бюджетĕнчен - 17 миллион та 700 пин, Раççей бюдже-тĕнчен - 3 миллион та 930 пин, “Газпром” пĕрлешÿ 5 миллион та 638 пин тенкĕ уйăрать. Пĕтĕмĕшле илсен, çав укçана районти ял-поселоксен администрацийĕсем тăрăх, вĕсем мĕн чухлĕ ĕç тума палăртнине кура, валеçсе тухнă ĕнтĕ. Кăçал Костерпа Огонек поселокĕсене пĕтĕм-пех газ кĕртме пăхнă, çак тĕллевпе 5 миллион та 290 пин тенкĕ уйăрнă. Икĕ поселокра 11 çухрăм та 800 метр тăршшĕ газ пăрăхĕсем хурса тухмалла. Пĕрремĕш кварталта мĕнлерех ĕçлесе пытăмăр-ха; Кăтартусем начар теме çук. Тата 117 хуçалăха “сенкер çулăм” çитер-тĕмĕр. Пысăк Упакассинче 2 çухрăм та 280 метр пăрăх хывса, 23 килте газ çунма тытăнчĕ. Буинск поселокĕнче 620 метр пăрăх хутшăнчĕ, 13 кил-хуçалăхра пурăнакансем çутçанталăк ырлăхĕн уссине туйса илчĕç. Çавăн пекех кăçал Шепекечре 3 çухрăм та 100 метр, Шуркассинче 3 çухрăм тăршшĕ пăрăх хывмалла. Икĕ ялĕнчи ĕçсене те “Волгогазстрой” АХО пурнăçлать. Ăна ертсе пыраканĕ, ЧР Патшалах Канашĕн депутачĕ Г. М. Петров коллектив умне лартнă задачăна палăртнă вăхăтра тата ла-йăх пахалăхпа пурнăçа кĕртессишĕн тимлет. Ирçе Çармăс ял администрацийĕн территори-йĕнче пурăнакансем те Президентăн тĕллевлĕ программине пурнăçа кĕр-се пынине хăйсен куçĕпе кураççĕ. Кăçал, çулталăк вĕçлениччен, Ирçе Çармăсра 10 çухрăм та 500 метр, Чăваш Çармăсра 2 çухрăм тăршшĕ газ пăрăхĕсем хывăнмалла. Пĕтĕмлетерех каласан, районта пурăнакансен ытларах пайне ÿлĕм-рен вăрманта вутă хатĕрлесси, топсбыт пулăшăвĕпе усă курасси шиклентермест. Район ертÿçисемпе яваплă çынсем хăйсен тивĕçне тĕрĕс ăнланса, ял-поселоксенчи çынсен йăла, кил-хуçалăхри условийĕсене лайăхлатас тĕ-лĕшпе хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвĕç. Юлашки икĕ çул хушшинче “сенкер çулăм” пур яла та çитĕ. Çакă - юмах мар, пурнăç чăнлăхĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика