Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔЛĔК - ФЕЛЬДШЕР ПУНКЧĔ, ХАЛĔ - УЧАСТОК БОЛЬНИЦИ

19 апреля 2003 г.

ĔЛĔК - ФЕЛЬДШЕР ПУНКЧĔ, ХАЛĔ - УЧАСТОК БОЛЬНИЦИПучинкере чирлĕ çынсене йышăнакан фельдшер пункчĕ 1926 çулта ĕçлеме пуçланă. Унта килекенсене Чăваш Тимеш çынни, Захаров хушаматлă медицина ĕçченĕ йышăннă. Çулталăкран фельдшер ĕçне Шуркассинчи А. Андреев кÿлĕннĕ. 1951 çулта, трахома чи-рĕпе аптраса ÿкнисем йышлансан, фельдшер пункчĕн никĕсĕ çинче 10 койка-вырăнлăх стационар йĕркеленĕ. Çулталăкран пÿлĕме 15 койка вырнаçтармалăх пысăклатнă. 1954 çулта вара кунта 20 койка-вырăн пулнă. 1960 çулта Пучинкере ача çуратмалли çурт, аптека уçăлнă. 1965 çулта рентген, лаборатори, шăл чирĕсене сиплекен кабинетсем ĕçлеме пуçланă. Пучинкери участок боль-ницине çĕнетес, пурлăх никĕсне çирĕплетес, сиплев ĕçне аталантарас ĕçре чылай çул тăрăшса пысăк тÿпе хывнă, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ” хисеплĕ ята тивĕç-нĕ Н. К. Кириллов хăйĕн кун-çулне 1968 çултанпах çак сывлăх учрежденийĕпе çыхăнтарнă. Санитари фельдшерĕнчен пуçласа участок больницин тĕп врачĕ таран ÿснĕ. Унпа пĕрлех больница та ÿссе тĕрекленчĕ, таврара ырă тĕслĕхлĕ пулса тăчĕ. 1995 çулхи ноябрĕн 15-мĕш кунне ку тăрăхра пурăнакансем нихăçан та манмĕç. Шăп çавăн чухне кунта участок больницин çĕнĕ çурчĕ хута кайрĕ. Больницăра паянхи кун тĕрлĕ чирсене сиплекен 4 врач, 16 медицина сестри тăрăшаççĕ. Çак таврари çынсем чирлесе ÿксен инçетри район центрне кайса çÿремеççĕ халĕ, кунтах сипленеçĕ. Вырăнти больницăн стационар уйрăмĕнче пĕр харăсах 30 çын выртса сипленме пултарать. Больницăн чирлисене йышăнмалли пÿлĕ-мĕсене хальхи вăхăтра медицинăра анлă усă куракан хатĕрсем вырнаçтарнă, медикаментсем çителĕклĕ. Чирленĕ çынсене пахалăхлă сиплев илмелли майсем, условисем пĕтĕмпех пур. Ахальтен мар çак больницăран выртса тухакансем хăйсене лайăх пăхнăшăн кунта ĕçлекенсене чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ. Больница çуртне çутçанталăк ырлăхĕпе - газпа, çĕнĕ йышши оборудовани вăйĕпе хутса ăшăтмалла тунă. Ку ĕçре вырăнти мĕнпур шайри ертÿçĕсен пĕрлехи тăрăшулăхĕ пысăк вăй пулса тăни уççăнах курăнать. Тĕп врачăн тÿпи вара ыттисенчен те пысăкрах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика