31 мая 2003 г.
Производствăри тата йăлари каяшсене пухассине, илсе тухассине тата упрассине кирек хăçан та тивĕçлĕ вырăнта тытни кирлĕ. Çак ĕçе кирлĕ пек йĕркелеменни вара тавралăха та, атмосферăри сывлăша та вараласси патне илсе пыма пултарать. Кунашкал лару-тăру ан хуçалантăр тесен, çак ыйтăва кашни çыннăнах кун йĕркине кĕртмелле. Тасалăхпа тирпейлĕх чи малтан чун-чĕре культуринчен пуçланмалла. Кун пирки пире Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров тăтăшах аса илтерсе тăрать.
Юлашки вăхăтра пи-рĕн тăрăхра та экологи ыйтăвĕ çине тимлĕрех çаврăнса пăхма тытăн- ни сисĕнет. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн нумай отрасль-лĕ муниципаллă производство предприятийĕнче ĕçлекенсем кашни çулах ку енĕпе пысăк калăпăшлă ĕç тăваççĕ. Пухăнса кайнă каяшсене турттарса тухасси те вĕсем çинчех. Пирĕн экологи фондне килсе тăракан кăтартусем çакна çирĕплетеççĕ: предприяти кашни çулах 4 пин кубла метртан кая мар каяш турттарса, ăна ятарлă полигона кайса тăкать. Пурăнмалли çурт-йĕрсемпе, обществăллă çуртсемпе учрежденисенче, суту-илÿ, обществăлла апатлану предприятийĕсенче пуçтарăнакан каяш, строительство ĕçĕсем хыççăн юлакан çÿп-çап тата ытти ăпăр-тапăр, специалистсем палăртнă тăрăх, хăрушлăхăн 3-4-мĕш класĕсене кĕреççĕ. Хăрушлăхăн 1-2-мĕш класĕсенчи каяшсен ушкăнĕнче - чĕр-кĕмĕл упракан лампăсем, медицина хатĕрĕсем, машина-трактор ĕçленĕ хыççăн юлакан тĕрлĕ йышши çусем. Вĕсене предприятисен хăйсенех тивĕçлĕ çĕре ăсатмалла. Республикăн тĕп хулинче ку япаласене “иккĕмĕш пурнăç” паракан ятарлă лаборатори ĕçлет.
Каяшсем упранакан ятарлă вырăн Кĕтне лесничествин 51 кварталĕнче вырнаçнă, вăл 4,2 гектар лаптăк йышăнать. Ăна пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн нумай отрасльллĕ производство предприятийĕ тытса тăрать. Икĕ çул каялла çак полигона чылай анлăлатас тĕллевпе ĕçлеме пуçланă. Çавна май ку тĕлти вăрмана каснă, котлован пулмалли вырăнта кăларакан хăйăрпа хуçалăх ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте усă кураççĕ.
Предприяти район цент-рĕнчи каяша хăйĕн транспорчĕпе турттарса тухать. Уйрăм предприятисемпе учрежденисем те çак ĕçрен айккинче юлмаççĕ. Полигонра кашни кунах хурал тăрассине йĕркеленĕ, ятарлă çын куллен мĕн чухлĕ каяш килсе тăкнине шута илсе пырать. Пырса кĕнĕ çĕрте шлагбаум вырнаçтарнă.
Полигонпа юнашарти Хыркасси ялĕ хушшинчи санаторипе хÿтлĕх тăрăхĕ те санаторипе эпидемиологи виçисене тивĕçтерет.
Малтанхи вăхăтра Йĕп-реçре каяшсем хумалли контейнерсем çителĕк-сĕрччĕ. Паянхи кун вĕсене, лартмалли ятарлă вырăнсен (площадкăсен) шучĕ те 50ран иртнĕ, кашнинчех 1-3 контейнер ларнине курма пулать.
Апла пулин те, халлĕхе производствăри тата йăлари каяшсене турттарса тухас ĕçре пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме çук. Чылай çĕрте тулли контейнерсем темиçе кун хушши лараç-çĕ. Йĕрке тăрăх, вĕсене кулленех турттарса каймалла. Çуллахи шăрăх çанталăкра вара уйрăмах тăрăшуллă пулни кирлĕ. Паллах, коммуналлă служ-ба çыннисем пур чухне те çак ĕçе вăхăтра пурнăç-лама ĕлкĕреймеççĕ. Çитменнине тата ятарлă транспорта çунтармалли-сĕрмелли япаласемпе тивĕçтерес ĕçре те чăрмавсем пур.
Положенипе килĕшÿл-лĕн, промышленноç предприятийĕсемпе уйрăм предпринимательсен хăйсем патĕнче пуçтарăннă каяшсене турттарса тухма тата вĕсене вырнаçтарма коммуналлă службăпа ки-лĕшÿ тумалла. Куншăн çирĕплетнĕ тарифпа укçа тÿлемелле. Кун пирки тăтăшах аса илтерсе тăратпăр пулин те, килĕшÿ тăвассинчен пăрăнакансем çав-çавах пур-ха.
Полигонра бульдозер çукки те ĕçе кал-кал туса пыма чăрмантарать. Тăкса хăварнă çÿп-çапа, тасамарлăха вăхăтра пусăрăнтарса пыманнипе ку çы-вăхри чылай лаптăк вараланни лайăх палăрать.
Кĕтне лесничествин 51 кварталне кĕркуннехи-çуркуннехи тапхăрта тран-спортпа пырса кĕме çук. Апла пулсан çул-йĕре юсассипе çыхăннă ыйту та çивĕч.
Пурăнмалли çурт-йĕр-пе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн дирекци-йĕн каяшсемпе усă курма ирĕк паракан лицензийĕн вăхăчĕ тухнă, ăна тăстарасси пирки паянах шутламалла.
Тавралăх таса та тирпейлĕ пулни хамăршăнах усăллă. Тăван Йĕпре-çĕмĕр хăйĕн 110 çулхи юбилейне кĕтсе илме ха-тĕрленнĕ тапхăрта çакна уйрăмах тĕпе хурса ĕç-лесчĕ.