31 мая 2003 г.
Нумаях пулмасть ачасен экологи проекчĕсен Пĕтĕм Раççейри конкурсĕ иртнĕ. Унта çĕршыври 50 регионти, Казахстанпа Украинăри çамрăк экологсем хăйсен ĕçĕсене хÿтĕ-ленĕ. Комисси пĕтĕмлетÿ конференцийĕ валли пурĕ 85 проекта суйласа илнĕ. Вĕсен шутĕнче Вăрмар районĕнчи Мăнçырмари вăтам шкулта вĕренекенсен ĕçĕ те пулнă.
7-11 классенчи ачасем “Шкул - ял управçи” проекта ăнăçлă хÿтĕленĕ, но-минацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерÿçĕ-шкул-та пĕлÿ пухакансем çинчен Çутçанталăк ресурсĕсен республикăри тĕп управленийĕпе телерадиокомпанире ĕçлекенсем ятарлă фильм ÿкерсе эфира кăларма хатĕрленеççĕ.
Çак хыпара массăллă информаци хатĕрĕсенчен пĕлнĕ хыççăн пуçăма пĕр ыйту канăç памарĕ: “Мĕн-шĕн-ха пирĕн районти çамрăк экологсем çав конкурса пĕр проект та тăратман;” Ара, пирĕн районта та тăван тавралăха сыхлас, унăн пуянлăхĕсене хушса пырас тĕлĕшпе тимлекен шкулсем пур-çке. Экологи проекчĕсен Пĕ-тĕм Раççейри конкурсĕ пуласси çинчен пĕлеймен-ши вĕсем; Ман шутпа, Йĕпреçри иккĕмĕш тата Буинскри вăтам шкулсенчи çамрăк лесничисем, мăнçырмасем пекех, лауреатсен ретне тăма пултарнах.