Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇŸП-ÇАП ПРОБЛЕМИ ПĔРРЕ ТЕ ВАК- ТĔВЕК ЫЙТУ МАР

31 мая 2003 г.

Иртнĕ ытларикун район администрацийĕн коллегийĕн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Унта кун йĕркине кĕртнĕ икĕ ыйтăва сÿтсе яврĕç. Коллеги ларăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев ерт-се пычĕ. Ларăва пухăннисем малтанах Йĕпреçри çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн нумай отрасльлĕ производство предприятийĕ производство каяшĕсене, йăлара пухăнакан ăпăр-тапăра пухассине, тиесе тухассине тата упрассине мĕнлерех йĕркелени çинчен район администрацийĕн экологипе ĕç сыхлавĕ пайĕн пуçлăхĕ В. К. Гордеев тухса калаçнине итлерĕç. Паллă ĕнтĕ, промышленноç предприятийĕсенче пулакан производство юлашкийĕсене, уйрăм çынсен килхуçалăхĕсенче пуçтарăнакан хытă каяшсене пухасси, илсе тухасси тата упрасси тивĕçлĕ шайра пулмалла. Ку халăх сывлăхне, экологи лару-тăрăвне сыхлассинче тĕп вырăн йышăнакан факторсенчен чи пĕлтерĕшли пулса тăрать. Çавăнпа кирек ăçта та ку енĕпе çирĕп йĕрке туса хумалла. Халĕ вара мĕн куратпăр-ха эпир; Район центрĕн микрорайонĕсенче, урамĕсенче лартса тухнă контейнерсем кирлĕ мар çÿп-çаппа, йăла юлашкийĕсемпе тулса-тăкăнса тăнине кулленех асăрхама тивнĕрен хамăр тăрăхра тасалăхпа тирпейлĕхшĕн çителĕклĕ ĕçлетпĕр тесе калама пĕрре те чĕлхе çаврăнмасть. Каяшсем пуçтарăнакан контейнерсене çирĕплетнĕ графикпа кунсеренех пушатмалла, санкциленĕ вырăна илсе тухмалла. Çак йĕрке çирĕппĕн пурнăçланса пынă пулсан тата контейнерсене çиелтен витмелле тунă пулсан контейнерсем чăмппи тулса каймастчĕç, çÿп-çап çил тухсанах айăккинелле вĕçсе саланмастчĕ. Çапла хамăр пурăнакан вырăн та вараланмастчĕ. Туса çитерейменни, татса памалли ыйтусем сахал мар çак ĕçре. Акă, предприятисемпе организацисен, учрежденисен харпăр хăй “кухнинче” пулакан каяшсене çÿп-çап упранакан пĕрлехи вырăна илсе тухас тесен коммуналлă службăпа килĕшÿ туса ĕçлемелле. Çакнашкал ки-лĕшĕве 28 предприяти тунă, паллах, анчах вĕсенчен чылайăшĕ йĕркепе килĕшсе тăмасть. Тепĕр майлă каласан, ку вăл ячĕшĕн кăна тунă хут. Унта каяшсене илсе тухнăшăн тÿлемелли хаксене те тĕрĕс палăртмаççĕ. Вăхăт иртнĕ май пулăшу хакĕсем те ÿссех пынине шута илмен. Килĕшÿсем тăвассине пĕчĕк предпринимательствăпа, суту-илÿпе ĕçлекен уйрăм çынсем йышăнасшăн мар. Вĕсен ĕçре ăпăр-тапăр пухăнмасть те тейĕн. Йĕпреçри çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн нумай отрасльлĕ производство предприятийĕн тĕп инженерĕ В. Ф. Хохлов пĕлтернĕ тăрăх район центрĕнче тĕрлĕпĕр çÿп-çап куписем ÿссе ларнă вырăнсене контейнерсем лартса тухнă. Анчах та ку та тавралăха илем кÿме пулăшаймасть. Çынсем çÿп-çапа контейнера мар, хăнăхнă йăлапа çав купанах пырса тăкаççĕ. Тепĕр çитменлĕх пирки те чарăнса тăчĕ В. Ф. Хохлов. Йĕпреçĕн тĕп урамĕсенче, суту-илÿ киоскĕсем тĕлĕнче урнăсем сахаллипе иртен-çÿренсем мороженăй хучĕсене тата ытти кирлĕ мара çул çинех пăрахаççĕ. Çак çивĕч ыйтăва сÿтсе явнă май Т. Г. Алексеева врач-эпидемиолог та тухса калаçрĕ. Тĕрлĕпĕр ăпăр-тапăра пухассинче çитменлĕхсем çав тери нумаййине палăртрĕ вăл. Санитари тĕлĕшĕнчен пăхсан, çÿп-çап сиенлĕхĕ мĕнле шайра пулнине шута илсе кашнине уйрăм пуçтармалла. Уйрăмах медицина каяшĕсемпе типтерлĕ пулмалла. Коммуналлă гигиена врачĕ О. А. Васильев та хăйĕн шухăшĕсене пĕлтерчĕ. Унчченхипе танлаштарсан, Йĕпреç халĕ тирпейлĕрех курăннине палăртрĕ Олег Андреевич, санитарипе эпидемиологи станцийĕ лартакан условисем 95 процент пурнăçланаççĕ. Çапах ку енĕпе ĕçсем сахал мар-ха. Йĕпреç çумĕнчи вăрмана кăшт шаларах кĕрсенех курăнать пирĕн йĕркесĕрлĕх, кунта производство каяшĕсене тăкса хăварнă йĕрсене те курма пулать. Çак санкцилемен çÿп-çап куписене камсем лартса хăварнине тĕпчесе пĕлме йывăр мар, кун пек тăрлавсăр хуçасене тупса палăрт-са суд умне тăратмалла, саккун йĕркипе явап тыттармалла. Ыйтăва сÿтсе явма çавăн пекех ра-йон администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В. Г. Пименов, пĕрлехи заказчик дирекцийĕн ертÿçи Ю. А. Июдин хутшăнчĕç, каяшсене, çÿп-çапа пухса илсе тухас ĕçре ырă улшăнусем тума пĕлтерĕшлĕ сĕнÿ-канашсем пачĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г. Р. Яковлев тухса каланисене пĕ-тĕмлетнĕ хыççăн коллеги ларăвĕ ку ыйтупа йышăну турĕ. Иккĕмĕш ыйтупа - “Йĕпреç районĕн-чи çамрăксем 2003-2005 çулсенче” тĕллевлĕ программа çинчен район администрацийĕн çамрăксемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Н. И. Рузаева тухса калаçрĕ. Коллеги членĕсем асăннă программăпа кĕскен паллашнă хыççăн ăна йышăнма кирлине палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика