11 июня 2003 г.
Çак ыйтун хуравне, тĕслĕхрен, Йĕп-реç поселокĕнчи “Радуга” ача сачĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тата пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашнă май илме пулать. Кунти педколлектив, паянхи самана ыйтăвĕсене тĕпе хурса, хăйсен ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртсех пырать. Çавна май ача сачĕн пĕлтерĕшĕ те, социаллă статусĕ те хальхи вăхăтри вĕрентÿ модернизацийĕн тĕп тĕллевĕсемпе тата ыйтăвĕсемпе килĕшсе тăраççĕ.
Ача садĕнче илемлĕхпе эстетика тата ÿт-пÿ аталанăвĕпе çыхăннă задачăсене пурнăçа кĕртме кирлĕ условисем туса панă. Коллективра тĕрлĕ енлĕ пултарулăхлă тата туртăмлă педагогсем ĕçлеççĕ. Вĕсен ĕç опычĕ те пысăк. Шкул çулне çитмен ачасен тавракурăмне анлăн аталантарма тĕп программăсăр пуçне тĕллевлĕ хушма материалсемпе те усă кураççĕ.
Сăмахран, кашни эрнерех сăнарлă ĕç-хĕлĕн занятийĕсене ирттереççĕ, ачасен интересĕсене кура йĕркеленĕ кружоксенче пĕчĕккисем халăх алăстисен вăрттăнлăхĕсене ал-ла илеççĕ. Тăмран е пластилинран çăрса тĕрлĕ-тĕрлĕ теттесемпе кĕлеткесем тăвасси, çавна май ашшĕ-амăшĕсем валли хăйсен аллипе парне хатĕрлесси кашни ачан юратнă туртăмĕ пулса тăнă. “Çутçанталăк тата фантази” кружокра вара ачасем çутçанталăк материалĕсенчен тĕрлĕ япаласем ăсталама хăнăхаççĕ. Тĕслĕхрен, чечексенчен, йывăçсен чĕрĕ тата типнĕ çулçисенчен, туратсемпе ытти хатĕрсенчен чуна тыткăнлакан букетсемпе композицисем тума пултараççĕ.
Ача садĕнче пĕчĕккисем хăйсен аллипе пурнăçланă ĕçсен куравне йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Ачасен экспоначĕсемпе ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсенче, воспитательсен районти методика пĕрлешĕвĕсен занятийĕсенче, педагогсен районти конференцийĕсенче тата канашлăвĕсенче паллаштараççĕ.
Коллектив вăйĕпе вырăнта хушма пÿлĕмсенче сăнарлă искусство студине, мини-музей, “асанне пÿртне”, экологи кĕтесне, физкультура залне уçнă. Вĕсене ачасене явăçтарса эстетика тĕлĕшĕнчен илемлетнĕ.
Ачан ÿт-пÿ сывлăхĕ ăс-хакăл сывлăхĕпе, унăн йăла культурипе тачă çыхăннă. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕнче педагогсем ачасен сывлăхне çирĕплетесси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни çак тĕслĕхрен те аван курăнать. Садикра сывлăха çирĕплетекен тата профилактика мероприятийĕсем ирттерме музыкăпа спорт тата физкультура залĕсем пур, вĕсенче тĕрлĕ енлĕ хусканусемпе куçăмсем тума оборудовани çителĕклĕ. Пĕчĕккисем физкультура занятийĕсем хыççăн хаваспах фитобара çÿреççĕ, унта вĕсене тĕрлĕ курăкран хатĕрленĕ чейпе сăйлаççĕ.
Юлашки икĕ çул хушшинче “Радуга” садика çÿрекен ачасем чирлесси палăрмаллах чакрĕ. Паллах, ăнсăртран мар. Кунта ÿт-пĕве шывпа пиçĕхтерессине хистемесĕр тата вăйă евĕр йĕркелени пулăшнă пĕчĕккисен сывлăхне çирĕплетме. Ачасем ирхи апат хыççăн пыра сивĕ шывпа чÿхесе илеççĕ, шăлсене тасатаççĕ. Çара уран массаж кавирĕсем тăрăх чупаççĕ, çывăрса каннă хыççăн ÿт-пĕве типĕ тĕклĕ алсишпе сăтăраççĕ. Паллах, медсестра тĕрĕслесе тăнипе тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланассипе профилактика мероприятийĕсене пурнăçланин усси те куç умĕнче.