05 июля 2003 г.
Йĕпреçри потребкоопераци юлашки çулсенче тăнăçлă ĕçленине, çавна пулах вăл республикăра кăна мар, çĕршыв шайĕнче чи лайăххисен шутĕнче пулнине тавар туянакансенчен нумайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ. Пирĕн райпо çитĕнĕвĕсем кăçал та куç умĕнчех. Пĕрремĕш кварталти ĕç-хĕл пĕтĕмлетĕ-вĕсем тăрăх хуçалăха эффективлă ертсе пырассипе РФ Центр-союзăн экономика ăмăртăвĕнче иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Пуш - ака уйăхĕсенче макулатурăпа çĕтĕк пухас тĕлĕшпе йĕркеленĕ икĕ уйăхлăх пĕтĕмлетĕ-вĕсемпе те иккĕмĕш вырăн йышăннă т. ыт. те.
Утă уйăхĕн пĕрремĕш шăматкунĕнче паллă тăвакан хăйсен професси уявне мĕнле çитĕнÿсемпе кĕтсе илни çинчен каласа пама районти тĕп кооператортан - райпо совечĕн председателĕнчен В. П. ПАХОМОВАРАН ыйтрăмăр.
- Мана район хаçачĕ урлă хамăр пайщиксене, çавăн пекех пирĕнпе çыхăну тытса ĕçлекенсене Йĕпреç кооператорĕсем хăйсен професси уявне япăх мар кăтартусемпе кĕтсе илни çинчен пĕлтерме кăмăллă. Шутласа пăхăр: ваккăн суту-илÿ тунин тата общест-вăлла апатланун тавар-çаврăнăшĕ, пĕлтĕрхи çав вăхăтрипе танлаштарсан (танлаштаруллă хакпа), 114 процент ÿснĕ. Уйрăмах обществăлла апатлану предприятийĕсем тухăçлă ĕçленĕ иртнĕ ултă уйăхра, унăн калăпăшĕ 5812 пин тенке çитнĕ е план-задание 117,4 процент пурнăçланă. Виçĕмçул вара çак кăтарту 2533,8 пин тенкĕ анчах пулнă. Обществăлла апатлану ĕçченĕсем хăйсем туса кăларакан продукци калăпăшне ÿстернин сăлтавне çĕнĕ кафесем тата кафетерисем уçнинче, вĕсенче кану е уяв мероприяти-йĕсем йĕркелессине йăлана кĕртнинче куратпăр.
Халăха сутакан таварсен пĕтĕмĕшле çаврăнăшĕнче хамăр туса кăларакан апат-çимĕç продукчĕсен тÿпи пĕчĕк мар. Вĕсемсĕр ÿсĕм тума май та çук. Тата продукци хăйĕн вырăнне туптăр тесе, чи малтанах пахалăхĕпе те, ассортимен-чĕпе те, ытти енĕпе те уйрăлса тăракан таварсене çул парассишĕн тимлетпĕр. Пĕрремĕш çур çулта çăкăр комбиначĕ, тĕслĕхрен, 300 тонна çăкăр-булка, 32 тонна кондитер тата 20 тонна макарон изделийĕсем туса кăларнă. Çавăн пекех пулă продукцийĕ хатĕрлессипе, çĕвĕ изделийĕсем кăларассипе ăнăçлă ĕçленĕ. Ытти кăтартусем те япăх мар.
- Лайăх ĕç вăл, паллах, кадрсен профессионализмĕн кăтартăвĕ те...
- Чăнах та, ÿсĕмлĕ ĕçлесси йăлтах хамăртан килет. Эпир кадрсен ăсталăхне ÿстересси çине тимлĕн пăхатпăр. Пирĕн коллективра вун-вун çул вăй хуракансем чылайăн. Вĕсене тата ĕçре ÿсĕм-сем туптакансене уявра чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал, акă, професси праçникĕ умĕн ирттернĕ савăнăçлă пухура “Встре-ча” кафетери буфетчицине Г. Ага-фонована, В. Тарасова çĕвĕç-мо-тористкăна, база кладовщикне В. Петрована “Раç-çей потребитель кооперацийĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕç-ленĕшĕн” Паллăпа, Т. Полуторо- ва бухгалтерпа С. Ямалдинова çăкăр пĕçерекене 20 çул лайăх ĕç-ленĕшĕн, Йĕп-реçри “Автозапчас-ти” магазин сутуçине Е. Тарасована потребкооперацире 25 çул вăй хунăшăн, Эйпеçри кулленхи таварсен сутуçине Е. Николаевана пĕр системăра 30 çул ĕçленĕшĕн ятарлă Паллăсем-пе чысланă. Тĕрлĕ конкурс-сенче ăсталăхĕпе нумай хутчен палăрнă “Дорожное” кафери мастер-кондитера О. Басманцевана РФ Центрсоюзăн Хисеп грамотипе, çăкăр завочĕн пекарьне Ю. Никитинана тата “Дежурный” магазин ертÿçине В. Прокопьевана Чăвашпотребсоюзăн Хисеп грамотипе наградăланă. Пĕр улшăнмасăр 32 çул ытла ĕçлекен З. Емельянована (вăл - общест-вăлла апатлану предприятийĕн директорĕ) “РФ пот-ребкоопераци ветеранĕ”, А. Шарипова сутуçăпа Р. Михайлова бухгалтера “ЧР потребкоопераци ветеранĕ” хисеплĕ ятсем панă.
Йышлă коллективра чыс-хисепе тивĕçнисен списокĕ те вăрăм. Йĕпреçри 1-мĕш номерлĕ магазин ертÿçин Е. Мурзаеван сăнне Чăвашпотребсоюзăн Хисеп хăми çине кĕртме йышăннă. Пирĕн райпон Хисеп хăми çинче кĕçех Г. Федорова, Н. Павлов, О. Федорова, Н. Ларионова, О. Семенова, О. Низелькаева, С. Цыганов, А. Колесникова, Г. Кузюкова, Н. Николаева, Т. Шуркина, Ю. Милкин, В. Сильвестрова сăнĕсем вырăн тупĕç. Тивĕçлисене çакăн çинчен çирĕплетсе свидетельствăсем патăмăр. Çа-вăн пекех 27 çынна райпон Хисеп грамотипе чыс тунă.
Кун пек хастар ĕçченсемпе кирек мĕнле йывăрлăхсене те çĕнтерме пулать. Пĕтĕмлетерех каласан, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама пирĕн пурте пур: хальхи ăрăва пирĕн ветерансем панă опыт та, пурлăхпа техника бази те, уполномоченнăйсемпе пайщиксем те. Райпо совечĕн ячĕпе потребкоопераци активне пысăк пулăшушăн чĕререн тав тăватăп.
- Юлашки вăхăтра райпо хăйĕн магази-нĕсен, обществăлла апатлану предприятийĕсен функцийĕсене анлăлатсах пынипе пĕрлех вĕсен сăн-сăпатне Европа стилĕпе сăн кĕртсе пыни те куç умĕнчех. Çак пысăк калăпăшлă та хаклă ĕçе пурнăçлама кам пулăшать сире(
- Пĕрремĕшĕнчен, чăнах та, лавккасен, кафе-барсен ĕçĕ-хĕлĕ çĕнелсе улшăнчĕ. Суту-илÿ предприятийĕсем халĕ халăха нумай енлĕ пулăшу па-раççĕ. Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ, харпăр хăй хуçалăхĕнчи продукципе чĕртавара вырнаçтарма майсем туса пулăшу кÿ-реççĕ т. ыт. те. Паянхи кун районти потребкооперацин аптека, ветеринари аптеки, тырă тĕпретекен арман, парикмахер салонĕсем пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттереççĕ.
Иккĕмĕшĕнчен, самана улшăннă май, суту-илÿ культури те çĕнелет. Шухăшласа пăхăр: тавар туянакан кивĕ сăнлă лавккана е капăр тумпа витĕннĕ суту-илÿ центрне ытларах туртăнать; Паллах, илĕр-тÿллĕ магазина е кафе-бара. Çакна тĕпе хурса çак çулсенче Йĕпреç поселокĕнчи тата хăшпĕр ялсенчи суту-илÿпе обществăлла апатлану вырăнĕсен (тĕслĕхрен, “Березка”, “Ялхуçалăх продукчĕсем”, “Дежурный”, “Автозапчасти” магазинсен, “Дорожное”, “Закусочная” кафесен) шалти сăнне хальхи вăхăтри стильпе капăрлатрăмăр. Нумаях пулмасть вара центрти магазинсен пысăк çуртне (халĕ - “Суту-илÿ тата пулăшусен центрĕ”) тул енчен çĕнĕ сăн кĕртес тĕллевпе пысăк калăпăшлă ĕç туса ирттертĕмĕр. Вĕсене пурнăçлама Чăвашпотребсоюз та, район администрацийĕ те пулăшман, йăлтах райпо укçи-тенкине хывнă. Малашлăхра ку енĕпе тата пысăк ĕçсем кĕтеççĕ. Черетре Черноречкăри 2-мĕш номерлĕ тата “Гастроном”, Хурамалти, Эйпеçри, ытти ялсенчи магазинсем тăраççĕ. Çавăн пекех ялти суту-илÿ предприятийĕсене газификацилес, вĕсенче юсав ĕçĕсем туса ирттерес ыйтусене те татса пама тивет. Вĕсем пурте – пайщиксен наказĕсем.
Пирĕн умра кăткăс ыйтусем те тăраççĕ. Уйрăмах хатĕрлев тата производство енĕпе. Вĕсем пурнăçа кĕреççех. Эпир яланах ял çыннишĕн тăрăшассине таса тивĕç тесе шутлатпăр кăна мар, вĕсен социаллă пурнă-çĕнчи телейĕшĕн кĕрешетпĕр те.
Районти кооператорсен пысăк çемйин пур членне те - ветерансене, пайщиксене, уполномоченнăйсене тата кооператив тытăмĕн ĕçченĕсене - Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕпе саламлатăп, пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей тата ырлăх сунатăп.