09 июля 2003 г.
- Çĕршывра вĕренекенсен пĕлĕвне çĕнĕ йĕркепе хакласси çине куçнă самантра пирвай чăнласах та çăмăл пулмарĕ. Эксперимента хутшăннă май эпир çак çула такăрлатса тĕрĕслекенĕсен йышĕнче пултăмăр. Кăткăслăхсем, ăнланман тĕслĕхсем, кĕтмен чăрмавсем сахал мар пулчĕç пирĕн. Вĕсене эпир ăнăçлă татса патăмăр. Кăçалхипе эпир патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне виççĕмĕш хут йĕркелесе ирттертĕмĕр. Паян вăл ăнăçлă вĕçленнине палăртма кăмăллă.
- Çак тĕрĕслеве пурĕ миçе шкул ачи хутшăнчĕ;
- Вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен экзаменсене тытма пурĕ 399 шкул ачи тивĕçлĕ пулчĕç. Çа-кăн чухлех вăтам шкултан пĕлÿ илсе тухрĕ кăçал. Пĕр вĕренекене çеç экзаменсем тытассинчен хăтарнă.
- Тĕп экзамента, математикăпа, ачасем хăйсен вĕрентекенĕсене еплерех хуравсемпе савăнтарчĕç;
- Ку предметпа экзамен тытма пурĕ 397 вĕренекен хутшăнчĕ. Тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвĕсене тишкерни ачасем илнĕ пĕлĕве тата вĕсен вĕрентекенĕсен ĕçне хаклама май пачĕ. Тĕслĕхрен, Йĕпреçри вăтам пĕлÿ паракан 1-мĕш шкулти 24 вĕренекен кунта чи пысăк хака тивĕçрĕç. Чылайăшĕн хуравĕсем “5” паллăна илме юрăхлă шайран пысăкрах та пулчĕç. Кунта çакна та каласа хăварни вырăнлă. Ку шкулти çитĕнÿсем ялсенчи вĕрентекенсен пултаруллă ĕçĕпе те тачă çыхăннă. Лицей класне районти чи пултаруллă ачасем пуçтарăннă вĕт. Пучинкери, Хурамалти, Чăваш Тимешри, Ирçе Çармăсри, Пăкăянти, Пысăк Упакассинчи вăтам шкулсенчи вĕренекенсен йышĕнче ку предметпа “2” паллăна илнисем пулмарĕç. Районĕпе вара “5” паллăна 39 шкул ачи тивĕçрĕ (9,8). “4” паллă илнисем 224 вĕренекен (56,4 пулчĕç, 115 ача пĕлĕвне (28,9) “3” паллăпа хакларĕç. Экзамена хутшăннă мĕнпур вĕренекенсенчен 19-шĕн (4,7) хуравĕсем “2” паллăлăх пулчĕç.
- Вырăс чĕлхипе вара лару-тăру аванрах пулĕ;
- Тĕрĕс, ку чăнах та çапла. “Чи лайăх” хуравсемпе экзамена хутшăннисен 10,8 проценчĕ, “аваннипе” 45,9 проценчĕ, “вăтаммипе” 42,7 проценчĕ савăнтарчĕç. Япăх паллăпа пурĕ те пĕр вĕренекен ĕçне çеç хакларĕç. Ку экзамена пурĕ 222 шкул ачи хутшăнчĕç.
- Ытти предметсемпе лару-тăру еплерех-ши;
- Ытти предметсене шкул ачисем хăйсем суйласа илчĕç. Физикăпа пурĕ 46 вĕренекен, биологипе - 39, Раççей историйĕпе - 29, обществознани предмечĕпе - 39, химипе 13 вĕренекен патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытрĕç. Вĕсенчен физикăпа пĕр шкул ачи пиллĕклĕх хуравларĕ, биологипе - 7, Раççей историйĕпе - 6, обществознанипе - 13, химипе - 1.
- Эппин, пĕрлĕхлĕ экзамен пĕлтерĕшĕ ÿссех пырать;
- Çапла. Уйрăмах çак çĕнĕлĕх ытлă-çитлĕн пурăнман, анчах вĕренÿре ÿркенмен ачасене аслă пĕлÿ илес тĕллеве пурнăçлама май парать. Ан ÿркен çеç, çитĕнÿ епле вĕренсе пынинчен килет. Çакна çывăх вăхăтрах, ачасем ăçта вĕренме вырнаçнине пĕтĕмлетнĕ хыççăн, тĕрĕс хак парăпăр.