Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ŸСĔР ВОДИТЕЛЬ АЧА КУН-ÇУЛНЕ ТАТНĂ

16 августа 2003 г.

Çак хура хыпар çиçĕм хăвăртлăхĕпе таврана сарăлчĕ, кашнин чун-чĕрине ыраттарчĕ, кăмăл-туйăмне çÿçентерчĕ. Иртнĕ тунтикун Йĕпреçри Воин-интернационалистсен урамĕнче хăрушă инкек пулнă: ÿсĕр водитель икĕ ача çине кĕрсе кайнă, вĕсенчен пĕри больницăра йывăр выртать, тепри сурансене пула вилнĕ. Пысăк çухату тÿснисен, çывăх çыннисен ахаль те хытă ыратакан чун-чĕрисене татах та хускататпăр пулин те, ку инкек çинчен аса илмесĕр те иртме çук. Ытла та çăмăлттай тыткалама пуçларĕç çул çинче хăйсене транспорт хуçисем, ытла та нумай хунаса кайрĕç ÿсĕр водительсем. Ку ÿпкев пурне те пырса тивмест, паллах, анчах, водительсем, аллăрсене чĕре тĕлне тытсах тĕрĕссине калăр-ха: çул çинче чухне эрех-сăра ĕçмелли сăлтав тупăнсан, “ĕçместĕп, эпĕ - руль умĕнче!” тесе хирĕçлетĕр-и; Миçе çын хушшинче пĕрре тупăнать-ши; Темшĕн-çке çул çÿрекен водительсем çуран çын сывлăхĕшĕн, тепĕр чухне вĕсен пурнăçĕшĕн яваплă пулса тăнине манаççĕ, çул çÿрев ыйтакан чи пĕлтерĕшлĕ йĕркене - ÿсĕрпе машина тапратса çул çине тухма юрамасть, тенине пăхăнмаççĕ. Çакăншăн, акă, пĕр айăпсăр çынсем шар кураççĕ. Хальхинче 15 çулти çамрăк каччă куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Ют хуйхă пулмасть, теççĕ. Ку вăл - пирĕн хуйхă, пĕрле пайламалли, хамăра валли чикĕ лартмалли, пĕтĕмлетÿ тумалли. Кирек ăçта та хамăр яваплăха туйма, тимлĕ пулма астутатаракан тĕслĕх. Хамăр та эпир, çуран çÿрекенсем, чылай чухне çулçÿрев йĕркине манатпăр, тротуар пур çĕртех машина çулĕ тăрăх утатпăр. Транспорт çулĕпе утма юраманни çинчен ачасене вĕрентмелле пирĕн, çакăн çинчен тăтăшах аса илтермелле, эпир вара, аслисем, хамăр йăнăш тăватпăр. Водительсене çуран çÿрекенсен ятĕнчен тепĕр енчен те асăрхаттарса хăварас килет: ача-пăча вылякан, ытларах çÿрекен вырăнсенче асăрхануллăрах пуласчĕ сирĕн, ытла та пысăк хăвăртлăхпа вирхĕнсе çÿреме чарăнăр! Унсăрăн татах та çулăхĕç пирĕн çума пысăк инкексем. Хальхинче пĕтĕм Йĕп-реçе пăлхатса янă синкерлĕ ĕç пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе шалти ĕçсен районти пайĕпе çыхăнтăмăр. Кун пирки çак ĕç тĕлĕшпе пуçарнă тĕпчеве йĕркелесе пыраканран, шалти ĕçсен районти пайĕн пуçлăхĕн çумĕнчен, следстви уйрăмĕн пуçлă-хĕнчен В. А. Жарскинчен ыйтса пĕлме сĕнчĕç. Акă мĕн пĕлтерчĕ пире юстици аслă лейтенанчĕ: - Авари çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче 14-15 сехетсем хушшинче Йĕпреçри Воин-интернационалистсен тата Пушкин урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта, Пушкин урамĕн-чи 52-мĕш номерлĕ çурт тĕлĕнче пулнă. В. Н. Пес-тун тата Ю. В. Андреев ларса пынă “Фольксваген-Дужетта” маркăллă çăмăл машинă кукăр-макăр пынă та çул хĕррипе утса пыракан çамрăксене - С. Алексеевпа А. Ми-хайлова таптанă, унтан 52-мĕш номерлĕ çурт карти çине пырса тăрăннă. Инкеке лекнисене районти тĕп больницăна ăсатнă. 15 çулти Сергей Алексеев йывăр сурансене пула реанимаци уйрăмĕнче вилсе кайнă... Ку синкерлĕ ĕç пирки урăх нимех те палăртса калаймастпăр хальлĕхе... Кам айăплине тĕп-чев кăтартса парĕ. Анчах çакна калама пулать: руль тытаканĕ машина управленине çухатнă, вăл алкогольпе ÿсĕ-рĕлнĕ пулни паллă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Информационное наполнение сайта:
Отдел информационного обеспечения администрации Ибресинского района тел. (83538) 2-22-64
начальник отдела Николай Раймов

отправить письмо по e-mail ibresi@cap.ru

 

 GISMETEO: Погода по г.Ибреси  Информер праздники сегодня


Расписание движения автобусов

 Тел. автовокзала п. Ибреси 89063869281

Расписание движения пригородных поездов

Система управления контентом
429700, п.Ибреси, ул.Маресьева, д.49
Телефон: 8(83538) 2-13-15
Факс: 8(83538) 2-12-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика