31 июля 2002 г.
Иртнě тунтикун район администрацийĕн планеркинче район çыннисенчен администраци адресĕпе килнĕ çырусемпе жалобасене пахса тухрĕç, пĕрлехи информаци кунĕсенче ялсенчи ĕççыннисем хускатнă ыйтусем пирки тивĕçлĕ мерăсем йышăнчĕç, администраци пуçлахĕ патне харпăр хăй ыйтăвĕсемпе килнĕ граждансен "ыратăвĕсене" тимлĕхе илсе татса памалли майсене палăртрĕç, çавăн пекех район администрацийĕ умĕнче хальхи вăхатра тăракан чи çивĕч ыйтусене сÿтсе яврĕç. Планеркăна район администрацийĕн пуслахĕ Г. Р. Яковлев ертсе пычĕ.
Паянах, çак тапхăртах татса памалли чи çивĕч тăракан ыйтусенчен пĕри вал – пурăнмалли çурт-йĕре хĕле хатĕрлесси, предприятисемпе организацисене, пурнăçшан уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене хĕллехи тапхăрта ĕçлеме хатĕрлесе çитересси. Ку енĕпе татса памалли проблемăсем уйрамах нумай пуçтарăнса кайнă.
Акă, Йĕпреçри Кирово урамĕнче вырнаçнă 28-мĕш номерлĕ "а" çурт тăрри юсав ыйтать, Кооперативная урамри 31-мĕш çуртăн тăрри те тĕллĕн-тĕллĕн шыв юхтарать. Воин-интернационалистсен урамĕнчи 19-мĕш çурт тăррине те тирпейлесе çитерме ĕлкĕреймен. Куншăн явапли – хуçалахсем хушшинчи строительство управленийĕ. Кĕрхи çумарсем шÿтерме тытăниччен çак çитменлĕхсене пĕтермеллине, вĕсене пĕтерессишĕн камсем явапла пулнине палăртсах хăварчĕç планеркăра. Çуртсен тăррисене август уйăхĕнчен кая юлмасар юсамалла, ĕçсене заказчиксем хушшинче тунă килĕшусем сине таянса пурнăçламалла.
Йĕпреçри СХТ урамĕнчи 22-мĕш çуртра пурăнакансем те хăйсен çурчĕн тăррине тĕпренех улăштармалли синчен пĕлтернĕ, вĕсен ыйтăвне юсавпа техника предприятийĕ тимлĕхе илнĕ, татса пама пулнă.
Район центрĕнчи Кооперативная урамри 6-мĕш çурт тавралăхĕнче те вăхата вăраха ямасăр пурнăçламалли ĕçсем чылай çуртăн канализацийĕ çине-çинех тулса ларать, темиçе хваттере шыв та, ăшă та пымасть. Çак кăлтăксене, хваттер хуçисене йĕркеллĕ пурăнма чăрмантаракан çитменлĕхсене пĕтерессине августăн 20-мĕшĕччен вĕçлеме йышăнса хăварчĕç.
Энгельс урамĕнчи 8-мĕш, 19-мĕш çуртсене ăшă парса тăмалли система тивĕслĕ шайра маррине палартнă кунта пурăнакансем, СХТ урамĕнчи 14-мĕш; Воин-интернационалистсен урамĕнчи 21-мĕш суртсен ăшă системине
хутмалли тапхăр пуçланиччен пăхса тĕрĕслеме ыйтассĕ. Кайран, кая юлсан (сивĕсем килсе ситсен) каю шăтĕ.
Хваттерсене шыв çитменни те чăрмавсем кăларса тăратать. Энгельс урамĕнчи 13-мĕш çуртăн хăш-пĕр хваттересенче пурăнакансем çак проблемана ниепле те татса параймаççĕ-ха. Воин-интернационалистсен урамĕнчи 15-мĕш çуртра вара шыв ытлашшипех, подвалта кÿлленсе тăрать. Ăна уçласа илессине тата дренаж тăрписене тасатассине августăн 20-мĕшĕччен вĕçлемелле.
Планеркăра тата ытти чылай çитменлĕхсем пирки калаçрĕç, вĕсене татса памалли мерăсене палăртрĕс. Район администрацийĕн "Пÿрт-çурт тăрри" прог-раммăра палăртнисене пурнăçлама пулнă ĕçсене веçлеменшĕн, тивĕçлĕ килĕшÿсем вăхăтра туманшăн пĕрлĕхлĕ заказчик дирекцийĕн пуçлахне Ю. А. Июдина район администрацийĕн пуçлăхĕ енчен выговор тиврĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне В. Г. Пименова, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалах производство предприятийĕн директорне Н. 3. Петрова, поселок администрацийĕн пуçлăхне Н. А. Андреева тивĕçĕсене пурнăçлассине вăраха тăснăшăн çирĕппĕн асăрхаттарса хăварчĕç.